Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Тимлĕхĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ пысăк

Тимлĕхĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ пысăк

Ял хуçалăх техникипе усă курнă, ĕçленĕ вăхăтра, сăмах майăн каласан, ытти нумай чухне те, хăрушсăрлăх техникипе ĕçлев сыхлавне пăхăнни пурнăçра мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă,- терĕ Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ Александр Витальевич Семенов.
Вăл ял хуçалăхĕнче, çулсем çинче, ытти сферăра усă куракан техника хисепĕ çулран çул ÿссех пынине палăртрĕ. Çĕнĕ техникăпа пĕрлех киввисемпе те усă кураççĕ. Çавăнпа тимлĕх нихçанхинчен те пысăк пулмалла. Районта тĕрлĕ организацисемпе хуçасен аллинче тĕрлĕ йышши 770 техника, çав шутра тракторсем кăна 437 единица, тĕш тырă комбайнĕсем 37, 171 прицеп тата ытти те шутланаççĕ. Асăннă пĕтĕмĕшле хисепрен 548 техники - уйрăм çынсен аллинче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче - 83, ял хуçалăх предприятийĕсенче - 52. Вĕсем кашниех юсавлă тата çынсемпе тăван тавралăхшăн шанчăклă пулма тивĕç. Çакна тинтерех пирĕн районта пулнă республикăри Гостехнадзор начальникĕ Сергей Вязовский те çирĕппĕн палăртнă. «Пĕтĕм техникăна регистрацилемелле, вĕсем юсавлă пулмалла, кашнинех пушара сÿнтермелли хатĕрсемпе комплектламалла. Ял хуçалăх техникине комиссипе техосмотр кăлармалла, унта вырăнти администрацире ĕçлекенсемпе пушар надзорĕн сотрудникĕ-сен те хутшăнмалла»,-тенĕ вăл. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствипе Гостехнадзор пĕрле «Трактор» профилактика операцийĕ ирттернине те пĕлтернĕ вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе тата вырмара вăй хуракансемпе тĕл пулнă чухне. Ытти районсен представителĕсемпе пĕрле пĕрлехи рейдсем йĕркелени çинчен те каланă. Унашкал рейд Тăвай районĕн-че те иртнĕ. Вĕсем техникăпа усă курнă чухне йĕркелĕхе çи- рĕплетме пулăшĕç.
Çапах та техника хутшăннипе сахал мар инкек пулать. Тĕслĕхрен, хамăр районтах акă кăçалхи июнь вĕçĕнче Чутей ялĕнче уйран утă кĕртнĕ чухне трактора çырмана тÿн-терсе янă. Техосмотр тухнă МТЗ-82 трактор 2ПТС-4 прицеппа пулнă. Ÿт-пÿ сиенленнĕ, икĕ аяк пĕрчи хуçăлнă. Унсăр пуçне трактор кабини ваннă. Çакнашкал тĕслĕхсем ытти хăш-пĕр районсемпе те илсе кăтартма пулать. Çапла Вăрнар районĕнче МТЗ тракторпа вăрман кăларнă чухне прицеп çинчи пĕренесем çинчи пассажир пуçĕнчен аманнă, çавăнтах вилсе кайнă. Хăрушсăрлăх техникипе ĕçлев сыхлавĕн правилисене пăснипе каялла тавăрма çук пысăк инкек пулса тухнă.
Шупашкар районĕнче Кÿкеç поселокĕнчен çухрăм çурăра çул-йĕр правилисене пăснине пула выльăх апачĕ хатĕрлекен Ягуар 860 комбайн автоçул çинчен кутăн чакса кювета ?çырмана/ анса кайнă. Çÿлелле хăпарнă май механизатор тивĕçлĕ хăвăртлăх илеймен пулнă. Ÿт-пÿ, пуçĕ суранланнă, виçĕ аяк пĕрчи хуçăлнă. Канаш районĕнчи Асхва таврашĕн-че Хендай СОНАТА автомобиль дистаницие пăхăнмасăрах хăйĕнчен маларах пыракан кустăрмаллă экскаватор çине пырса тăрăннă. Çыннисен тивĕçлĕ категорисем те, техникисене техосмотр кăларнисем те пур. Анчах тимлĕхе çухатнине, çул-йĕр куçăмĕн правилисене пăснине пула инкекрен пăрăнса иртеймен. Автомобиль водителĕн пуçĕ аманнă, сылтăм пĕççи хуçăлнă ?хупă хуçă/.
Кунашкал ырă мар тĕслĕх-сем татах та чылай илсе кăтартма пулать. Анчах çакăн тĕллевĕ унăн хисепĕнче мар, çав инкеклĕ ĕçсем ан пулччăр тесе тăрăшасси. Техникăна регистрацилемелле, юсавлă тытмалла, унпа правилăсене пăхăнса типтерлĕ те шанчăклă усă курма тимлемелле»,-вĕçлерĕ хăйĕн шухăшне Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ.



"Ял ĕçченĕ"
20 августа 2018
09:03
Поделиться