Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Техника тереслеве пырать

 

 

Районта мартăн 1-мĕшĕнчен тракторсемпе вĕсен прицепĕсене, çавăн пекех хăй тĕллĕн куçса çÿрекен ял хуçалăх, строительство тата çул-йĕр машинисене патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма пуçăннă. Ку мероприяти августăн 31-мĕшĕччен пырать.

Хальхи вăхăтра патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенчи 282 трактор, вĕсен 170 прицепĕ шутра. Паянхи кун тĕлне техника тĕрĕслевне тăратнă 191 трактортан 137-шĕ е ку йышши мĕн пур техникăн 28, 4 проценчĕ, 76 прицепран 72-шĕ (29, 6 %) техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.Уйрăмах “Красное Сормовопа” “Гигант”, “Караево” хуçалăхсемпе “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿ лайăх хатĕрленнине палăртмалла. “Мичуринец”, “Герой”, “Рассвет”, “Восток” хуçалăхсенче пĕр трактор та тĕрĕслев витĕр тухайман. Вĕсен ертÿçисене административлă майпа явап тыттарнă.

Уйрăм çынсен аллинче паянхи куна 205 тракторпа 62 прицеп шутра. Вĕсенчен 39 тракторпа 14 прицепĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Тухайманнисем юсавсăр шутланаççĕ, вĕсене ĕçлеттерме юрамасть. Юсавсăр техникăна ĕçлеттерекенсене явап тыттарма тивĕ.

Ю. Агатьев



03 мая 2007
00:00
Поделиться
;