Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

ПАХЧА СУХАЛАТТАРМА МĔН ХАК?

Кредит илнĕ çынсем ака-суха пуçланичченех мотоблок е пĕчĕк трактор туянчĕç. «Кредитне тавăрма вăй çитереепĕр-ши.» – тесе иккĕленекенсем вара çурхи ĕçсене техникăсăр кĕтсе илчĕç. «Тимĕр лаша» шырама вĕсен каллех çын патне каймалла пулчĕ.

Пĕр енчен, тĕрĕс калаççĕ: техника ял çыннисемшĕн питĕ хаклă. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне ДТ-75–684000, Т-150 К–1366000, Т-4А–887000, К-744Р –3093000, Т-30–280000, МТЗ-80–447000, МТЗ-82–491000, ЛТЗ-155–724000 тенкĕ тăнă.

Тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсем пушшех хаклă: СК-5 «Нива» - 1577000, ДОН-15006 – 2867000, ЕНИСЕЙ–1200–1811, КЗС-3–1371000, ДОН-680– 3073000 тенкĕ.

Чăн та, 2006 çулхи декабрьтипе танлаштарсан хăшĕ-пĕри кăштах йÿнелнĕ, хакланнисем те чылай. Калăпăр, маларах ЗИЛ-5301 автомашинăна 475000 тенкĕпе туяннă, кăçалхи февральте вăл 437000 тенкĕ тăнă. ГАЗ-3307 299000 тенкĕ пулнă, февральте – 335000, ГАЗ САЗ–35121 – 349000 тенкĕ пулнă, февральте – 368000 тенкĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем çулсерен пĕр-пĕр техника туянаççĕ пулсан, килти хушма хуçалăхра ĕçлес текенсем, алăра çавăн чухлĕ укçа тытса курманнипе кредит тивĕçлĕ чухлĕ илме шикленерех тăраççĕ. Çавăнпа пулĕ, ытларахăшĕ хальлĕхе мотоблокпа çырлахаççĕ. Унăн ĕç тухăçлăхĕ пысăк мар (çур аки иртиччен пысăк лаптăксене сухаласа-акса ĕлкĕрейместĕн). Пахчара усă курма каять ĕнтĕ. Тата çĕре ăшăхрах кăпкалатать теççĕ.

Кÿкеçри «Антей» лавккара хакĕсемпе паллашатăп: 15300, 29500, 23300, 27100 тата 40100 тенкĕ тăраканнисем пур. Хальхи вăхăтра Шупашкарта кустăрмаллă пĕчĕк тракторсем те сутаççĕ (çÿллĕшĕ кăкăр таран пур пуль). Вĕсене туянма 100000 тенкĕрен сахал мар кирлĕ.

Пурнăç хăйĕннех ыйтать. Килти хуçалăхра та техникăсăр май çук. Районти фермерсен 19 единица трактор шутланать. Вĕсем техника туянассишĕн ытларах тăрăшаççĕ.

Ишлей тăрăхĕнче трактор тытакан çынсемпе калаçма тÿр килчĕ. «Пĕлтĕр килти хуçалăхсене çĕр сухаласа панăшăн – кашни соткăшăн 35-40 тенкĕ илнĕ, – терĕ Т-40 хуçи. – Кăçал 40–50 тенкĕ ыйтатпăр». Калăпăр, 5 сотка сухалаттарсан 250 тенкĕ кăларса хумалла.

Хак кашни ял тăрăхĕнче кăштах уйрăлса тăрать. Ăна пĕлмесĕрех укçа кăларса памаççĕ.

Пахча сухалаттаракансене дизтопливо хальхи вăхăтра мĕн хак тăнине те пĕлтерес килет. «Чăвашнефтепродукт» АО нефтебазинчен курттăмăн илсе кайнă чухне кашни литр дизтопливăшăн 12, 53 тата 12, 05 тенкĕ илет (икĕ тĕрлĕ хак). Дизтопливо 2006 çултипе танлаштарсан 3 тенкĕ ытла йÿнелнĕ. Çав вăхăтрах ялсенче уйрăм çынсем тракторпа сухаласа панăшăн хака темшĕн ÿстерсех пыраççĕ. Техникăна амортизациленĕшĕн ытларах кирлĕ пулинех е ытти хак ÿснипе-ши...

Килти хуçалăха валли çĕнĕ паха вăрлăх туянасси пирки. Элĕк районĕнчи Журавлев фермер хуçалăхĕ «рокко» çĕр улми вăрлăхне килограмне – 12, Патăрьел районĕнчи «Аталану» общество – 10, Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăх тĕрлĕ сортлă вăрлăх 10-15 тенкĕпе сутать. Тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсем республикăра 8-12 тенкĕ тăраççĕ.

Тухăç пысăк илес тесен çĕре удобрени хывмасăр май çук пулĕ. Калăпăр, майăн 10-мĕшĕ тĕлне пĕр тонна аммиак селитрине – 5100, диаммофоскăна 8950 тенкĕпе парса янă. Фермерсене тата килти хуçалăхсене кăна мар, ял хуçалăх предприятийĕсене те паян удобрени туянма йывăр. Кредит илмесĕр укçа çаврăнăшне ÿстерсе пыраймастăн, техника, ытти ĕç хатĕрĕ туянаймастăн.

Пĕтĕмлетсен маларах калани патнех таврăнатпăр: пурнăç хăйĕннех ыйтать. Кредит илмесĕр ял хуçалăхĕнче халĕ пĕр утăм та тăваймастăн. Килти хуçалăхра та мотоблок туянма укçа кирлĕ.



"Тăван ен"
17 мая 2007
00:00
Поделиться