Тĕрĕслеврен тухрĕç
Чикĕллĕ яваплă "Волготрансгаз" — "Заволжски ЛПУМГ" филиалта 35 тĕрлĕ техника. Çав шутра тракторсем — 9, вĕсен 4 прицепĕ, çул-йĕрпе строительство техники — 22 единица. Вĕсене 15 механизатор ĕçлеттерет.
Анчахрах газ уçлакан станцире техника тĕрĕслевĕ иртрĕ. Кунти автотранспорт цехĕн начальникĕ С. П. Иванов, С. В. Никитин тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен В. И. Васильев специалист ĕçе пĕлсе йĕркеленипе механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă машина-тракторсене тĕрĕслеве лайăх хатĕрленĕ. Асăннă коллективри инженерсемпе техниксем механизаторсене çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе вăхăтран вăхăта вĕрентессине тата аттестацилессине йĕркеленĕ.
Мĕн пур машина-тракторсем, графикпе килĕшÿллĕн, патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç.
"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)