Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Техника юсавлăхĕ саккунлă пултăр!

           Ир пулать те каç юлать, çĕрпе кун ылмашăнать, вăхăт малалла иртет. Акă, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен хирĕсенчи çур аки вăхăчĕ черетлĕ историе çырăнса юлчĕ. Маларах акнă хирсем симĕс кавирпе витĕнчĕç. Çакăнпа пĕрлех хресчен умне черетлĕ ĕç çи тухать: ыран-виçмине унăн выльăх апачĕ янтăлас ĕçе кÿлĕнмелле.

         Ăна çителĕклĕ калăпăшпа та тулăх пахалăхпа ирттересси ĕç çине мĕнле техникăпа тухнинчен нумай килет. Çакна шута илсе паян эпĕ ЧР Патшалăх техника надзорĕн Муркаш районĕнчи патшалăх аслă инспекторне С. А. Николаева калаçăва чĕнтĕм.

        – Сергей Александрович, ял хуçалăх предприятийĕсен аталанăвĕпе малашнехи кун-çулĕ вĕсем хăйсен ĕçне пурнăçлакан техника çине мĕнле пăхнипе çыхăннă тесе эпĕ тĕрĕс калатăп-ши?

         – Паян пирĕн пурнăçра техника тĕп вырăнта тăнине никам та хирĕçлеймест. Ял хуçалăхĕнчи кирек хăш ĕçе те вăхăтра пурнăçласси, çав ĕçпе хуçалăх экономикине курăмлă вырăна кăларасси хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх техникипе епле тухăçлă усă курнипе çыхăннă. Кунта çулленхи техника тĕрĕслевĕ малти вырăнта тăрать. Майăн 31-мĕшĕ тĕлне пирĕн патăмăрта регистрациленĕ хăй тĕллĕн çÿрекен 958 машинăпа 397 прицепран 30, 8 тата 22 проценчĕ çеç техосмотр тухрĕç. Çу кунĕсем вăй илнĕ май ĕçсем анлăлансах пыраççĕ. Акă умра “симĕс ĕç çи”. Паянхи куна вара пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи 198 (46, 8 процент) тракторпа 67 (26 процент) прицеп кăна хăйсем ĕçе хатĕррине техосмотр тăрса çирĕплетрĕç.

           Каламалла, юлашки çулсенче уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи тракторсен йышĕ те ÿссе кайрĕ: 353 единица тата 125 прицеп. Паянхи куна вĕсенчен 94-шĕ (26, 6 процент) тата 20-мĕшĕ (16 процент) кăна техосмотр тăчĕç. Çакна валли хамăр енчен ĕçе йĕркелерĕмĕр пулсан та (хаçат урлă хамăр çирĕплетнĕ графика вĕсем патне маларахах çитертĕмĕр, унпа килĕшÿллĕн кашни ял тăрăхнех çитрĕмĕр), техника хуçисем васкаманни шухăшлаттарать-тĕлĕнтерет. Вырăна тухса техосмотр ирттерес вăхăт вĕçленчĕ, анчах юсавлă мар техникăпа çул çине тухса саккуна пăсиччен трактор хуçисен хăйсен техникине халĕ Муркаша хăвалама тивет. Çакăн çине алă сулакансен саккун умĕнче ответ тытма тивесси пирки шутламалла пулать. Ял хуçалăхĕнчи ĕçсем юсавлă техникăпа кал-кал пынине курса-пĕлсе тăнă çинчех техосмотр тĕлĕшпе тимлĕх сахал уйăракан хуçасем инкекпе вăйă вылянăн туйăнать. Хÿре вĕçне туй киличчен ку вăййа вĕçлемеллех.

        – “Симĕс ĕç çине” хутшăнмалли техника пирки тĕплĕнрех каласан ума мĕнле ÿкерчĕк тухать?

            – Савăнмалли кунта та сахал. Районта выльăх апачĕ хатĕрлемелли хăй тĕллĕн çÿрекен тĕрлĕ маркăллă машинăсем 25 единица. Вăл шутран курăк ваклакан Е-281 марккăлли – 5, Е-301, 302, 303 марккăллă косилкăсем – 8, КПС-5 агрегат – 2, КСК-100 марккăлли – 5 тата икĕ ДОН-680па пĕр КСК-600. Çак тата кăкарса-çакса ĕçлемелли ытти техникăпа тухăçлă усă курсан эпир çитес хĕл валли çителĕклĕ апат хатĕрлейретпĕр. Анчах кунта вĕсене ĕçе хатĕрлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май “симĕс ĕç çине” тухакан кашни техникăна техосмотр тăратса “Талон-допуск” илмелле. Кунта вара пĕр çĕнĕлĕх те çук: тракторсемпе прицепсене техосмотра хатĕрленĕ пекех выльăх апачĕ хатĕрлемелли хăй тĕллĕн çÿрекен машинăпа ĕçлекенĕн çумра медосмотр справки, çав категорипе ĕçлеме удостоверени, вăл техникăна регистрациленине çирĕплетекен свидетельство, медицина аптечки, авариллĕ чарăну палли, вут-кăвартан сыхланма огнетушитель, шыв, кĕреçе, хăйăр тата шăпăр пулмалла. Уйрăм сăмах утă тавăракан агрегатсемпе косилкăсен тата пресс-подборщиксен çаврăнса ĕçлекен узелĕ-агрегачĕсем пирки. Вĕсем çинче ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнса щитоксем, кардан-валсен хÿтлĕх кожухĕсем пулмалла. Тепĕр хут калатăп, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç юнпа ан пĕвентĕр тесен ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнассине малти вырăна кăлармалла.

          – Иртнĕ çулсенчи “симĕс ĕç çи” мĕн кăтартса пачĕ, тата халĕ каланисĕр пуçне мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла паян?

           – Каларăм ĕнтĕ, районти хуçалăхсенче паян выльăх апачĕ хатĕрлеме тухассипе ĕçлеççĕ. Кунта техника нумай кирлĕ, çынсем те пур чухне те çитсе каймаççĕ. Çавна май паянхи ĕçе ырана хăваракансем вăхăт çитсен юсавсăр техникăнах ĕçе хăвалаççĕ, ĕç вăхăтĕнче ĕçлекенсене вырăнтан вырăна куçарассине йĕркелес ыйтупа маларах шутламаннисем трактор прицепĕсене çынсене лартса çÿреме усă кураççĕ, тĕрлĕ сăлтавсене пула тракторист удостоверенийĕсĕр тăрса юлнă механизаторсене пĕлсех “хурçă утсем” шанса параççĕ, техосмотр тăман трактор-прицепсенех ĕçе явăçтараççĕ. Çакă вăл инкек-синкек еннеллех утăмлани пулмасть-и-ха?..

         Çуллахи каникул çитнĕ май утă типĕтсе купаланă, сенаж-силос хывнă çĕре шкул ачисем те сахал мар хутшăнаççĕ. Вĕсемпе вара питех те тимлĕ пулмалла. Ачасем хутшăнакан ĕçсене, сенаж-силос пусăрăнтарнă çĕре опытлă механизаторсене кăна çирĕплетмелле.

         Хăш чухне выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрта КИР-1, 5 косилкăпа симĕс массăна автомашина е трактор прицепĕ çине çулса тиенĕ чух массăна сапаласа тăма çÿле çынсене тăратнине курма пулать. Кун пекки пачах пулмалла мар.

        “Симĕс ĕç çине” тухиччен унта ĕçлеме тĕплĕ хатĕрленнине нимĕн те çитмест.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
08 июня 2007
00:00
Поделиться
;