Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Хăватлă техника – ÿсĕм никĕсĕ

Агропромышленность комплексне аталантарас, ĕç тухăçлăхне ÿстерес пулсан производствăра энергипе ресурс перекетлекен хальхи вăхăтри техникăпа усă курмалла. Çав тĕллевпе ЧР Ял хуçалăх министерстви, «Агро-Инновации» патшалăх унитари предприятийĕ, Вăрнар район администрацийĕ йĕркеленипе июнĕн 14-мĕшĕнче «Санары» агрофирмăра ял хуçалăх техникин куравĕ – «Уй-хир кунĕ – 2007» – иртрĕ.

Агрофирмăн ятарласа хатĕрленĕ уй-хирне Раççейри тата ют çĕршывсенчи 40 ытла предприятипе организаци çĕнĕ йышши 101 техника илсе килнĕ. Уй-хир уявне Чăваш Республикинчи дилер кампанийĕсем те – «Чăвашагролизинг», «Чăвашагрокомплект», «Агротехкомплект» акционерсен уçă обществисем, «Белпро-Сервиспа» «Агротрейдинг» тулли мар яваплă обществăсем, çĕнĕ технологисемпе усă куракан Вăрнар районĕнчи предприятисем те хутшăнчĕç. Курава ЧР Министрсен Кабинечĕн çумĕ – ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев уçрĕ. Вăл паянхи рынок условийĕсенче ял хуçалăх таварне туса илекенсем кашниех хăйсене килĕшекен техникăна туянма майсем çителĕклĕ пулнине каларĕ. Паллах, çĕнĕ ял хуçалăх машинисем хакĕсем самаях «çыртаççĕ». Апла пулин те энергипе ресурс перекетлекен техника ĕçе пахалăхлăрах пурнăçлама пулăшать, тухăç илессине ÿстерет, ял хуçалăх культурисен хăйхаклăхне чакарать, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлет.

– Туяннă техника машинăпа трактор паркĕнче «кивелсе» лармалла мар. Ăна чи ăста, пултаруллă механизаторсене шанса парса талăкĕпех ĕçлеттермелле. Кăçал çанталăка пула уй-хир ĕçĕсем икĕ эрне каярах вĕçленчĕç, хуçалăхсенче çуртрисене сахалтарах акрĕç. Çавна пула сутмалли тыррăн хакĕ ÿсме пултарать. Мĕн акнине вăхăтра им-çамласан, агротехникăна пăхăнса ĕçлесен кĕркунне хресченĕн кĕсйи çÿхе пулмĕ, – терĕ ял хуçалăх министрĕ.

Уй-хир кунне хутшăнакансене район пуçлăхĕ А.Кузьмин Вăрнар çĕрĕ çинче хапăлласах кĕтсе илнине пĕлтерчĕ, кашнинех хуçалăхра кирлĕ техника туянма сĕнчĕ.

«Санары» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Р.Петров сăмах илнĕ май вĕсем машинăпа трактор паркне çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрни çинчен каларĕ.

Хуçалăхсен уй-хирĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес тапхăр пырать. Çавна май респуликăри район пуçлăхĕсем, вĕсен çумĕсем, ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем выльăх апатне тĕрлĕ техника (косилкăсем, утă тавăракан, преслакан агрегатсем тата ыттисем те) черетлĕн мĕнле хатĕрлесе пынине курчĕç. Хăш-пĕр ял хуçалăх ертÿçисем дилер кампанийĕсенче ĕçлекенсемпе вăл-ку техникăна туянасси пирки сăмах пуçарчĕç.

Калас пулать, курава хутшăнакан дилер кампанийĕсем Раççей рынокне тĕнчери чи лайăх ял хуçалăх машинисем тăратассипе ырă ят çĕнсе илнĕ. Акă, сăмахран, ЭкоНива компани çак ĕçре 10 çул тимлет. Вăл «Джон Дир» фирмăн официаллă дилерĕ пулнă май ĕç тухăçлăхне ÿстерме пысăк пахалăхлă ял хуçалăх техники – тĕрлĕ йышши трактор, комбайнсем, культиваторсем, жаткăсем, сеялкăсем тата ыттисем те – сĕнет. Компанинче вăй хуракансем «Джон Дирăн» техникине илме кăмăл тăвакансене документсем хатĕрлесе пулăшаççĕ, ял хуçалăх машинисемпе мĕнле ĕçлемеллине кăтартаççĕ. Кунсăр пуçне механиаторсене ăсталăха туптама пулăшаççĕ.

Хăнасем уй-хир уявĕнче «Кроне», «Лемкен», «Ропа», «Амацоне», «Квернеланд Груп» тата ытти фирмăсен продукцийĕпе те паллашрĕç. Çĕр хатĕрлекен тата акакан комбинациллĕ агрегатсене ĕçре курма пултарчĕç.

Выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессипе тимленĕ вăхăтра çĕр ĕçченĕсен ял хуçалăх культурисене чир-чĕртен, сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкăсенчен пикенсех тимлемелле. Çак ĕçе пысăк тухăç илме ăнтăлакан «Санары» агрофирмăра тăрăшсах пурнăçлаççĕ. Хăнасем хуçалăхăн кĕрхи тулă, рапс çитĕнекен уйĕсене опрыскивательсемпе ятарласа хатĕрленĕ технологи йĕрĕсем тăрăх им-çам сапнине курчĕç. «Санары» агрофирмăра ÿсен-тăрансене «Август» фирма кăларакан препаратсемпе им-çамлаççĕ. Вĕсемпе тĕллевлĕ усă курнăран ял хуçăлăх культурисен уйĕсенче çум курăксем ашкăраймаççĕ.

Куравра çĕнĕ техникăпа кашни кăсăкланчĕ. Уй-хир кунне пĕтĕмлетсе М.Игнатьев министр ял хуçалăх таварне туса илекенсене тухăçлă ĕçлеме нумай вăй-хăват сунчĕ. Курава хастар хутшăннисене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Вăрнар районĕнчен çак хисепе райадминистрацин пуçлăхĕ А.Кузьмин, унăн çумĕ – С.Павлов, «Санары» тата «Родник» агрофирмăсен, «Янгорчино» «Мураты» К.Маркс ячĕллĕ кооперативсен ертÿçисем тивĕçрĕç. М.Игнатьев нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексне аталанатарас ĕçе пысăк тÿпе хынăшăн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерне В.Никифорова ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июня 2007
00:00
Поделиться
;