Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

САРĂ ТУЛĂПА ТУЛЧĔ БУНКЕР

Пинер» акционерсен хупă пĕрлĕхĕн кĕрхи тулă пусси техника шавĕпе кĕтсе илчĕ. Сарă пĕркенчĕкпе витĕннĕ уй тăрăх Германире туса кăларнă «Медион-310» комбайн шăвать. Уй-хир «карапне» А.Канаев тытса пырать.

– Хăватлă та «ăслă» техника. Ĕçлеме те кăмăллă. Тырă пĕрчисем çĕр çине ÿксе юлманпа пĕрех. Бункера тăватă тоннăна яхăн тырă кĕрет. Сменăра 40 гектар таран вырма пулать. Ĕçлеттерме те ансат. Комбайн «сывлăхне» электроника тĕрĕслесех тăрать, – терĕ вăл.

Анатолий Никитич «Пинерте» иккĕмĕш çул ĕçлет. Опытлă механизатор вăл, кăçал тăххăрмĕш ĕççине хутшăнать. Çак вăхăтра комбайн патне «МАЗ» пырса тăчĕ. Часах унăн кузовĕ çине ылтăн тĕслĕ тулă тăкăнма пуçларĕ. Темиçе минутран Н.Орехов тытса пыракан автомашина йывăррăн кĕрлесе Çĕрпÿ районĕн Михайловка ялĕнчи тырă йышăнакан пункчĕ еннелле çул тытрĕ. Вăл куçран çухалсанах тата тепĕр машина çитрĕ.

– Эпĕ Михайловкăран, паян пĕрремĕш рейс тăватăп. Вырма вĕçленичченех комбайнсем патĕнчен тырă турттарăп, – терĕ С.Лукин водитель.

Хуçалăхăн тĕп агрономĕпе И.Козыревпа та калаçма тÿр килчĕ. Ион Ионович пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхи культурăсене 700 яхăн гектар çинчен, çурхисене 650 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Гектар тухăçĕ пĕлтĕрхинчен кая мар пуласса шанаççĕ. Хирте 3 комбайн ĕçлет: иккĕшĕ тÿрремĕнех вырать, виççĕмĕшĕ çулать. 44 гектар йышăнакан пăрçана çапса илнĕ.

Эрне пуçламăшĕнче хуçалăхăн техника паркĕ Германири «Класс» фирма туса кăларнă «Мега-360» комбайнпа тата çак фирмăн кустăрмаллă «Атлес» тракторĕпе пуянланчĕ. Вĕсене опытлă механизаторсене Н. Андреевпа С. Жураева шанса панă. Ку чухнехи çĕнĕ комбайн паян-ыран хăйĕн «тивĕçĕсене» пурнăçлама тытăнĕ. Тата тепĕр ырă хыпар пĕлтерчĕ пĕрлĕх пуçлăхĕ Ю. Сергеев: ака ĕçĕсене хăвăртлатма май паракан «Рубин» роторлă культиватор килсе çитнĕ. Вăл çĕре 6 метр сарлакăш илсе кăпкалатса пырать.

«Пинер» пĕрлĕхре вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе Чăваш телевиденийĕн корреспонденчĕ И.Николаева, операторĕ С.Мышев, «Советская Чувашия» тата «Хыпар» хаçатсен пай пуçлăхĕсем Л.Васильевпа Л. Алексеев, В.Романов фотокорреспондент интересленчĕç. Вĕсем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ В.Софронов та пулчĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, районта ĕççи мĕнле пынипе паллаштарчĕ, «Пинер» çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă пулни çинчен пĕлтерме те манмарĕ. Çав кунах Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин пресс-секретарĕ А.Кириллов ертсе пыракан журналистсен ушкăнĕ Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулчĕ.



04 августа 2007
00:00
Поделиться
;