Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

"Трактор" операци пырать

Августăн 1-31-мĕшĕч­чен республикипех, çавăн пекех районта та “Трактор” операци пуçланни çинчен хаçатра пĕл­тернĕччĕ. Тĕрĕслев мĕн кăтартать-ха; Ял хуçалăх предприятийĕсем тăрăх илсен, унти техника кивелсе пырать. Районĕпе ял хуçалăхĕнче 147 трактор шутланать пулсан, вĕсенчен 79-шĕ çеç ĕçе хутшăнма хатĕр. Анчах ял хуçалăх ертÿçисем йĕркене пăсса юсавсăр тракторсемпе усă кураççĕ. Уйрăмах ку енĕпе “Асамат”, “Аккозинский”, “Сура” хуçалăхсене асăнмалла. Вĕсем техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман тракторсемпе прицепсене ĕçе явăçтараççĕ.

Ял тăрăхĕсенчи харпăр хăй техника тытакансен кăтартăвĕсем çакăн пек: 227 трактортан 101-шĕ, 102 прицепран 44-шĕ çеç техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Сăмахран, Мăн Этмен, Тралькасси, Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк, Питĕркасси, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенчи харпăр хăй техника тытакансем йĕркене пăхăнмаççĕ, вĕсенче техникăна регистрацилемен тĕслĕхсем те пур. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку ыйтупа ĕçлемелле, çакă вырăнти бюджета пуянлатать.

Профилактикăлла мероприяти пынă май, çул çинче 31 тракторсемпе прицепсене чарса тĕрĕс­ленĕ.  Юсавсăр техникăпа çÿре­нĕшĕн 14 тракторист пирки протокол çырнă, вĕсенчен 5-шне çирĕп асăрхаттарнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен 4 специалистне юсавсăр техникăна ĕçе хутшăнтарнăшăн штрафланă.

Харпăр хăй техника тытакансен çак уйăх вĕçлениччен техникăсене тĕрĕс­леве тăратмалла.



"Пирěн пурнăç"
15 августа 2007
00:00
Поделиться
;