Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

ÇĔНĔ ТЕХНИКА КИЛЧĔ

Тĕлĕнтерме пăрахмасть «Алмаз» общество ертÿçи Геннадий Денисов, çулсерен машинăпа техника паркне пуянлатать. Кăçалхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче кунта çĕнĕ «Дон-1500» комбайн килсе çитрĕ. Ун хыççăнах ертÿçĕ тепĕр «Дон-1500» комбайн туянчĕ. Икĕ хăватлă «уй-хир карапĕпе» тыр-пула кĕске вăхăтра вырса илме пултарчĕç.

Çак кунсенче «Алмазăн» тепĕр çĕнĕ техника хушăнчĕ. «Белорусь» трактор илсе килчĕç. Пăхма илемлĕ вăл, кабинăра ларса ĕçлеме те кăмăллă. «Белорусь» тракторпа нумай ĕçе пурнăçлама май килĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 сентября 2007
00:00
Поделиться
;