Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Тивĕçлĕ упраса техника ĕмĕрне тăсар

Çу кунĕсем иртсе кайрĕç темелле, таврара кĕркунне хуçаланать. Яланах çапла вăл, ăшă кунсем хăвăрт иртеççĕ. Апла пулин те ял ĕçченĕсем çу кунĕсенче хăйсенчен мĕн килнине тума тăрăшрĕç, тырă-пулă, ыттине çитĕнтерчĕç, çав ĕçсенче техникăпа май килнĕ таран тухăçлă усă курма тăрăшрĕç. Халĕ ĕнтĕ ял хуçалăх машинисене хĕл каçма упрама вырнаçтармашкăн та вăхăт. Лайăх упраннă техника малашне те тухăçлă ĕçлеме май парĕ.

Çаксене шута илсе тата агропромышленность комплексĕнчи организацисен машина-трактор паркĕсенче йĕрке тăвас, ял хуçалăх техникине тивĕçлĕ упраса усрас, ĕçĕн культурине ÿстерес, упрамалли пурлăх базине, машинăсене юсассипе техника енчен пăхса тăрассине лайăхлатса пырас тĕллевпе ЧР ял хуçалăх министерствипе Гостехнадзор инспекцийĕ 2007 çулхи октябрĕн 1-20-мĕшĕсенче ял хуçалăх техникине вăрăм сроклăха упрама мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме йышăну тунă. Ял хуçалăхĕнче усă куракан техникăна вăрăм сроклăха упрама лартнă чухне 7751-85 ГОСТ ыйтнисене пăхăнмалла.

АПК организацийĕсенче тата çавăн пекех хресчен "фермер" хуçалăхĕсенче техникăна чи лайăх упрассишĕн смотр-конкурс ирттереççĕ, çак тĕллевпе смотр комиссийĕ туса хунă.

Çанталăк лайăх тăнипе усă курса ял хуçалăх техникине вăхăтра ГОСТ ыйтнă пек тивĕçлĕ упрама вырнаçтарар, çапла майпа ял хуçалăх машинисен ĕçлес ĕмĕрне вăрăмлатар.



"Ял ĕçченĕ"
12 октября 2007
00:00
Поделиться
;