Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

ТĔСЛĔХ ИЛМЕ – УЧХОЗА

«Приволжское» вĕренÿ хуçалăхĕн хирĕнче кăçал çĕнĕ йышши агрегатсемпе тракторсем ĕçлерĕç. Техникăна хĕл каçма лартасси те Кăрмăшсемшĕн – тĕп вырăнта. Кĕçнерни кун ирттернĕ республикăри семинар-канашлу «Ял хуçалăх машинисене хĕл каçма лартасси тата юсасси» темăпа ахальтен мар асăннă хуçалăхра пулчĕ.

Гостехнадзор инспекторĕсем, район администрацийĕсен ял хуçалăх управленийĕсен специалисчĕсем, хамăр районти хуçалăхсен тĕп инженерĕсем килчĕç кунта. Семинар-канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев, республикăри Гостехнадзор инспекцийĕн пуçлăхĕ В.П.Димитриев, район пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Н.Мустаев хутшăнчĕç. Тĕплĕнрех – çитес номерте.



13 октября 2007
00:00
Поделиться
;