Техникăна хĕл каçма лартнă
Уй-хир пушанчĕ ĕнтĕ. Çавăнпа ял хуçалăх техникине машина-трактор паркне куçарасси, тасатса, çу сĕрсе кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра лартасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Ăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕслеме ятарлă комисси хуçалăхсене тухса çÿрет. Юнкун вăл «Янгорчино» кооперативра, «Санары» агрофирмăра пулчĕ.
«Янгорчинăра» ĕç дисциплини пысăк пулни тÿрех курăнать. Машина-трактор паркĕнче тирпей-илем хуçаланать. Хăш-пĕр хуçалăхсенчи пек территорире çумкурăк ашкăрмасть. Паркра çÿреме те кăмăллă. Усă курнă ял хуçалăх техникине пĕтĕмпех хĕл каçма йĕркеллĕ лартнă. Хăшĕсем – ангарта, теприсем ирĕкре вырăн тупнă. Кооперативра инженерипе техника служби лайăх ĕçленине палăртас килет. Яваплă çынсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. «Янгорчино» хуçалăхра машина-трактор паркĕ çĕнелсех пырать. Кăçал кунта çĕр улми кăларса хăех пуçтаракан «Grimme» комбайн, «Т-150», МТЗ-82, 1» тракторсем, автомашина, жатка, пресс-подборщик, минерал удобренийĕсем сапмалли «Амазоне» агрегат туяннă.
«Санары» агрофирмăра та усă курнă техникăна икĕ ангара кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра упрама лартнă.
Техника юсавлă пулсан – тупăш илетĕнех. Çавăнпа кашни ял хуçалăх организацийĕн умри тĕллеве пурнăçламаллах.