Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

УЙРĂМ ÇЫНСЕМ ТЕХНИКА ТУЯНАÇÇĔ

Ялсенче çĕр лаптăкĕ илсе ĕçлес ĕмĕтлисем хушăнсах пыраççĕ. Пысăк участоксенче, паллах, техникăсăр нимех те тăваймăн. Çавна май уйрăм çынсем тракторсем, ял хуçалăх машинисем туянасси те ÿссе пыни палăрать.

Шĕмшеш тăрăхĕнчи Андриян Сидоров малтанах “Шумшевашский” хуçалăхра тĕп инженерта вăй хуратчĕ. Вăл юлашки вăхăтра хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçне йĕркелесе пыма тĕллев лартнă. Андриян Иванович, çутă ĕмĕте пурнăçлас шутпа, çĕнĕ МТЗ-82 трактор туянса регистрацие тăратрĕ.

Ассакасси ялĕнчи Виталий Кузьмин, Кĕçĕн Тăванти Анатолий Константинов усă курнă Т-150 трактор илчĕç, регистрацие те тăратрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 февраля 2008
00:00
Поделиться