Мехпаркра – çĕнĕ техника
Кивĕ техника вăл кивĕллех ĕçлет. Ун çине шанăç сахалтарах. Çавăнпа та çĕннине, тухăçлăраххине – энерги ресурсĕсене перекетлекеннисене, пĕр вăхăтрах уй-хирте темиçе тĕрлĕ ĕç тума пултараканнисене – туянмаллине тĕллевлĕ ĕçлекен хуçалăхсенче лайăх ăнланаççĕ
Паллах, машинăпа трактор паркĕсене çĕнетнĕ чухне кредитпа та, лизинг мелĕпе те усă курма тивет. Акă нумаях пулмасть «Санары» агрофирмăра «Джон Дир» тата «МТЗ» тракторсем туяннă. Çавăн пекех «Броневик» кооператив пĕр урапаллă трактор, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх автомобиль илнĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, районти мехпарксене кăрлач уйăхĕнче 5 миллион та 781 пин тенкĕлĕх техника туянса пуянлатнă.
"Çĕнтерÿ çуле"