Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

«ЧАСТНИК» ОПЕРАЦИ ПУÇЛАНАТЬ

Уйрăм çынсен аллинчи тракторсене, прицепсене тата хăй тĕллĕн куçакан ытти машинăсен юсавлăхне тĕрĕслес, вĕсем ĕç вăхăтĕнче, çул çинче хăрушлăх кăларса тăратасран асăрханас тĕлĕшпе Чăваш Республикинче Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕ «Частник» операци ирттерет. Вăл апрелĕн 20-мĕшĕнчен майăн 15-мĕшĕччен пырать. Çак вăхăтра техникăна йĕркене пăсса ĕçлеттерсен, регистрацилемен пулсан административлă майпа çирĕп айăплатпăр.

Хальхи вăхăтра уйрăм çынсенче пурĕ 292 трактор тата 93 прицеп шутланса тăрать. Иртнĕ çул вĕсенчен тракторсен 55 проценчĕ, прицепсен 57 проценчĕ çеç тĕрĕслев витĕр тухнă. Ку питĕ сахал. Çавăн пекех регистраци туман транспорт хатĕрĕсем те пур. Уйăхлăх вăхăтĕнче вĕсенчен çирĕп ыйтăпăр. Кĕçех ака-суха ĕçĕсем пуçланаççĕ. Унта юсавлă техникăпа ĕçлесчĕ. Çакă хăвăршăнах лайăх. Шанчăклă техникăпа ĕçлеме те аван. Транспорт хатĕрĕсене регистрацие тăратăр, тĕрĕслев витĕр кăларăр.



"Каçал Ен"
21 апреля 2009
00:00
Поделиться