Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

СУХАÇĂ-МЕХАНИЗАТОРСЕМ ТУПĂШНĂ

Иртнĕ эрнере Патăрьел районĕнчи «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн никĕсĕ çинче сухаçă-механизаторсен республикăри конкурсĕ иртнĕ. Унта 15 районтан 16 тракторист хутшăннă. Тупăшу хĕрÿ иртнĕ. Механизаторсем сухаланă чухне пур ĕçе те пахалăхлă пурнăçлама тăрăшнă. Ара, ăмăртăва районсен çĕнтерÿçисем килнĕ-çке. Пирĕн район чысне «Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕ Геннадий Миронов хÿтĕленĕ. Вăл 3 касăллă плугпа сухалакансем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ăна конкурса сухаçă-механизаторсен Раççей, республика ăмăртăвĕсен темиçе хут чемпионĕ, Тукай ялĕнче пурăнакан Роман Афанасьев хатĕрленĕ. Пултаруллă тракториста хăйĕн опытне çамрăксене пама тăрăшнишĕн тав сăмахĕ каламалла


"Каçал Ен"
08 июля 2009
00:00
Поделиться
;