Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Республика конкурсĕнчен – хаклă парнепе

ÇАК кунсенче Патăрьел районĕнчи «Труд» хуçалăхра республикăри сухаçăсен конкурсĕ иртнĕ.

МТЗ 1221 тракторпа конкурс заданийĕсене тĕрĕс те илемлĕ пурнăçласа, пирĕн районти «Мир» ЗАО тракторисчĕ Мерван Фахрутдинов иккĕмĕш вырăн йышăнă. Мервана Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе хаклă парне – микрохумлă кăмака парса чысланă.

Сăмах май, республикăри чи лайăх механизаторсене палăртакан çакнашкал конкурса пирĕн районти трактористсем чылайранпа хутшăнманччĕ. Кăçал пуçласа хутшăнни тата тÿрех малти вырăнсенчен пĕрне йышăнни – пысăк çитĕнÿ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;