Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Уй-хир чĕнет, кĕтет

Уй-хир чĕнет, кĕтет
Вырма умĕнхи йăлана кĕнĕ районти канашлу "Свобода", "Марс" ял хуçалăх предприятийĕсенче иртрĕ. Унăн ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, агрономсемпе инженерсем хутшăнчĕç. Канашлăва район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков ертсе пычĕ, район пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.

Яваплă тапхăр - вырмаччен шутлă кунсем анчах тăрса юлаççĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тата фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче тăрăшакансем хăйсен умне тата çирĕпрех тĕллевсем илеççĕ: уй-хирте çитĕннĕ 2015 гектар çинчи тыр-пула (пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 13508 гектар, кĕр тыррисем - 6651 гектар) чи кĕске вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртмелле. Палăртнине ăнăçлă пурнăçласси, чи малтан, ял хуçалăх техникине - "уй-хир карапĕсене", тĕш тырă йышăнакан, ăна тасатса типĕтекен пунктсене малтанах лайăх юсанинчен, кашни участокра шанчăклă çынсене çирĕплетнинчен килет. "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Рассвет", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсенче çак ыйтăва тивĕçлипе хаклаççĕ, çавна май вĕсенче ака ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăнах вырмана хутшăнакан техникăна юсама пикеннĕ. Районĕпе кăçал вырма ĕçĕсене пурнăçлама 78 комбайн, 61 жатка, тĕш тырă тасатакан 104 машина, 390 тракторпа автомашина хутшăнать. "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Победа", "Марс" ял хуçалăх предприятийĕсенче хальхи вăхăтра "уй-хир карапĕсене" юсаса хатĕррисен ретне лартнă ĕнтĕ. Анчах Ленин ячĕллĕ, К.Маркс ячĕллĕ, "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсем пирки çакна калаймăн. Вĕсенче юсав ĕçĕсене кая юлса пикеннĕ, техника паркĕ те кивелсех çитнĕ. Районĕпе пĕтĕмпе палăртнă 80 яхăн комбайнран çурри _ кивĕ, вĕсемпе 15 çул е унтан та ытларах усă курнă. Кивĕ техникăна шанмалли сахал, вăл çине-çинех чăхăмласса кĕтсех тăр. Çавна май ĕç тухăçлăхĕ чакать, тăкаксем нумай пулаççĕ. Пĕр комбайн пуçне сезонра пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ те ỹсет. Районĕпе вăтамран вăл 210 гектарпа, Ленин ячĕллĕ, К.Маркс ячĕллĕ, "Колос", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсенче 350-500 гектарпа! танлашать. Асăннă хуçалăхсенче тĕш тырă пухса кĕртесси вăраха тăсăласси, çухатусем нумай пуласси каламасăрах паллă. Нумай хуçалăхра механизаторсем, водительсем çитменни йывăрлăх кăларса тăратма пултарать. Хальхи вăхăтра уй-хирсенче энергие перекетлекен çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникипе усă курса ĕçлесен анчах ĕçе тухăçлă йĕркелеме май килнине ял çынни ăнланать. Çакна шута илсе юлашки çулсенче "Клевер", "Эмметево" ОООсенче, "Прогресс" ЗАОра, "Комбайн", "Марс" ЯХПКсенче, Курнавăшри "Цветковы", Гладков хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникин тĕрлĕ тĕсĕсене туяннă. Тĕш тырă çапса тĕшĕлекен ACROS-530 комбайн халĕ виççĕ пулчĕ. "Прогресс" ЗАОра, Таяпа Энтринчи А.Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕнче унпа иртнĕ çул пуçласа уй-хире тухрĕç. Кăçал çакăн йышши "уй-хир карапне" "Свобода" хуçалăхра туяннă. "Марс" хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă куракан çĕнĕ йышши темиçе техника пĕр харăс туянса вĕсене кăлтăксăр ĕçлеттерни ĕçе хăвăртлатма май панă. Сăръелсем выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăн пĕтĕм комплексĕпе усă курса иртнĕ çул нихçанхинчен те ытларах утă, сенаж хатĕрлесе хăварнă. Унăн пахалăхĕ те пысăк пулнă. Хăйсенчен ытлашши типĕ утта пурĕ 1 миллион тенкĕлĕх сутнă. Вырма вăхăтне çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе кирлĕ таран саппасланмалла. "Прогресс", "Колос", "Урожай", "Победа", "Комбайн" хуçалăхсенче ăна çителĕклĕ таран кỹрсе килнĕ. Вырма ĕçĕсене хатĕрленнипе пĕр вăхăтрах обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма выльăх апачĕ хатĕрлесси те кун йĕркинчи тĕп ыйту пулса тăрать. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессин 65-70 проценчĕ апатран килет. Хальхи вăхăтра районĕпе 4697 тонна (кирлин 70 проценчĕ чухлĕ) утă, 14374 тонна (55 процент) сенаж, 1331 тонна (11 процент) силос хатĕрленĕ. 11 хуçалăхра утă хатĕрлемелли плана туллин пурнăçланă. К.Маркс ячĕллĕ, "Труд", "Арланово" ял хуçалăх предприятийĕсенче çак вăхăтчен те сенаж хывма пуçăнман. Вырмаччен шутлă кунсем анчах юлаççĕ, çавна май выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе хăвăртлатасси, унпа пĕрлех траншейăсене пахалăхлă сенаж хывса хăварасси пирки В.Васильева тĕп зоотехник тĕплĕн чарăнса тăчĕ.



"Елчĕк Ен"
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;