Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Лайăх упраннă техника шанчăклă

Уй-хирти ĕçсем, тĕпрен илсен, вĕçленчĕç. Хуçалăхсенчи пуçаруллă ертỹçĕсемпе специалистсем тĕш тырă, çĕр улми пухакан комбайнсене, ытти техникăна хĕл каçарма тивĕçлипе хатĕрлеççĕ. Ку енĕпе ĕçлекен районти комисси ĕçе пуçăнчĕ те ĕнтĕ. Вăл Тăрăм тата Курнавăш ял тăрăхĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче пулса вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Кашни хуçалăхра лару-тăру тĕрлĕрен. Акă, "Сатурн", "Рассвет" хуçалăхсенче техникăна хĕл каçарма чăннипех лайăх вырнаçтарнă. Вĕсенче ГОСТ-7751-81 "Ял хуçалăхĕнче усă куракан техника. Упрамалли йĕркесем" ыйтăвĕсене туллин пурнăçланă. "Знамя" хуçалăхра та кăçал, ытти çулсемпе танлаштарсан, техникăна хĕл каçарма хатĕрлесси лайăхрах. Кунта пĕтĕм агрегатсене унчченхи машинăпа трактор паркĕнчен ферма çывăхĕнчи территорине куçарнă. Хуçалăхри А.Лукиянов инженерăн тỹпи пысăк. "Нива" аỸф" ОООра та А.Паймин инженерăн пуçарулăхне пула комбайнсемпе кăкарса ĕçлекен ытти техникăна тасатса ангара кĕртсе лартнă. "Колос", "Клевер", "Урожай" хуçалăхсенче те техникăна хĕл каçарма хатĕрлеме пуçăннă. Çапах та вĕсенче ĕçлемелли пур-ха. Акă, "Колос" хуçалăхра тĕш тырă пухакан комбайнсен ременĕсемпе сăнчăрĕсене пушатман, вĕсене тата ытти техникăна ятарлă пукансем çине лартман. Çакнашкал ỹкерчĕк "Клевер", "Урожай" хуçалăхсенче те тĕл пулчĕ. Сивĕтесси нумай юлмарĕ. Çавăнпа ăшă кунсемпе усă курса кашни хуçалăхрах техникăна хĕле хатĕрлеме лартмалла. Тĕш тырă, çĕр улми пухакан, выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăнакан комбайнсене, машинăсене, кăкарса ĕçлекен техникăна ятарлă пукансем çине лартмалла, ременьсемпе сăнчăрсене пушатмалла е илсе упрама хумалла, тутăхакан, çаврăнакан пайсене, узелсене ятарлă шĕвекпе сĕрмелле, урапасен камерисенчи сывлăш пусăмне чакармалла, шинăсене шуратмалла, двигательсене, гидроцилиндрсене çумăр е юр лекесрен хупламалла. Çавăн пекех машинăпа трактор паркĕсене тимĕр-тăмăртан, çум курăкран тасатмалла, хăрушсăрлăх техникипе ĕç сыхлавĕн требованийĕсене çирĕп пăхăнмалла.



"Елчĕк Ен"
17 октября 2009
00:00
Поделиться
;