«Трактор» операци пуçланчĕ
Ял хуçалăхĕнчи ĕçсене паян техника хатĕрĕсемсĕр пурнăçлама çук. Ку — чăнлăх. Вĕсен юсавлăхĕ вара тепĕр чухне ик-кĕлентерет. Ĕç вăхăтĕнче те, çул çинче те пĕр-пĕр кăлтăка пула пысăк инкек сиксе тухма пултарать. Çакна хăш-пĕр механизаторсем шута илмеççĕ. «Ĕнер йĕркеллĕ пулнă-ха, паян та ăнăçĕ»,— тесе шутлаççĕ. Ĕçе, çул çине пĕлсе тăрсах юсавсăр техникăпа тухаççĕ. Вĕсен хушшинче хĕрĕнкисем те пулаççĕ.
Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен районта «Трактор» операци иртет. Унăн тĕллевĕ анлă — тимсĕр механизаторсене тупса палăртасси, техника хатĕрĕсен юсавлăхне тĕрĕслесси. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи тракторсен тата хăй тĕллĕн куçакан ытти техникăн 80 проценчĕ çеç пĕлтĕр техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Çакă хуçалăх ертÿçисене, тĕп инженерсене, яваплă ытти специалистсемпе механизаторсене пĕрре те пăшăрхантармасть-шим? Промышленность предприятийĕсенчи хăй тĕллĕн куçакан техника та ĕçе тухать-çке. Вĕсенчен чылайăшĕ техосмотр мĕнне пĕлмеççĕ.
Уйрăм çынсенче тĕрĕслеттермен транспорт хатĕрĕ нумай. Вĕсене айăплав мелĕсемпе хăратас килмест. Малтанах асăрхаттарасшăн. Çул çине, ĕçе юсавлă техникăпа çеç тухăр. Çумра кирлĕ документсем пулччăр.
Пирĕн район пултаруллă трактористсемпе пуян. Малашне те «Трактор» операцире вĕсем лайăх енĕпе çеç палăрасса шанас килет.