«Ма килтĕр? Эпĕ сире чĕнмен вĕт»
Шупашкар районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем вырмана тухма хатĕрленеççĕ, хăшĕ-пĕрисем, сăмахран, «Атлашевский» СХК ыраш ани çине тухнă ĕнтĕ. Çавна майăн тракторсемпе комбайнсене техника енчен тĕрĕслес ĕç пуçланчĕ. Районта пурĕ 57 комбайн, вĕсенчен 23-шĕ техосмотр тухнă, 35-шĕ уя тухмалла. Июлĕн 29-мĕшĕнче 18 комбайн хире ĕçлеме тухнă.
Августăн 2-мĕшĕнче техосмотр ушкăнĕ – Гостехнадзорăн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Валериан Михайлов, Россельхозцентрăн районти уйрăмĕн тĕп агрономĕ Ольга Шумилова, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн ĕç сыхлав пайĕн аслă специалисчĕ Вячеслав Иванов тата ял хуçалăх управленийĕн инженерĕ Анатолий Ульянов виçĕ хуçалăхра пулчĕç.
Куйбышев ячĕллĕ СХПК-колхоз мехпаркĕнче икĕ «Нива» СК-5М-1 комбайн халь тесен халь хире тухма хатĕр. Пĕтĕмпех юсавлă тесе йышăнчĕ вĕсене комисси. Иван Петров механизаторпа унăн пулăшаканĕ, вун пиллĕкри Женя Осипов (хуçалăх ертÿçин ывăлĕ) комбайнне ĕçлеттерсе кăтартрĕç. Иккĕмĕш комбайнерĕ, Сергей Осипов та хăйĕн комбайнĕ хире тухма хатĕррине кăтартса пачĕ. Виççĕмĕш комбайнерĕ вара «Чувашбройлер» ОАОра ĕçлет. Вырма вăхăтне председатель ăна кунта ĕçлеттерме ятарлă килĕшÿ туса илсе килет иккен. Осиповсем кунта виççĕн. «Кирлĕ пулсан, хам та руль умне ларма пултаратăп», – тет Валерий Витальевич. Ас тăватăп-ха çуркунне вăл епле тракторпа хир сухаланине. Хăй ĕçлекен хуçа, паллах, ыттисене те ĕçлеттерме пултарать.
Комбайнсем кăнтăрларан хире вырмана тухса кайрĕç.
Эпир малалла Свердлов ячĕллĕ колхоза çитрĕмĕр. Унччен вăл районта чи чаплă колхоз шутланнă, мехпаркĕ те иртнĕ кунсен чапне аса илтерет: пысăк мастерской, ретĕн-ретĕн ларакан гаражсем. Анчах та шел, вĕсем халь ишĕлсе лараççĕ. Техники те пайтах, каллех шел те, хускалаймасăр пĕр вырăнта хытса ларнă. Ку хуçалăхра халĕ 4 комбайн иккен, ĕçлекенни вара, тĕрĕсрех каласан, ĕçлемелле тăвас текенни, пĕртен-пĕрре. «Енисей» 1200-1М комбайн çумĕнче механизаторсем хĕвĕшетчĕç – епле пулин те чун кĕртесшĕн. Сварка çути куçа йăмăхтарать.
40 çул колхоз председателĕнче ĕçлекен Александр Пушкин комиссие пит хавасах кĕтсе илмерĕ: «Ма килтĕр? Эпĕ сире чĕнмен вĕт»,– терĕ. Унтан тарăхнă кăмăлне пытараймасăр вăрçма пуçларĕ: «Халăх ĕçлемест. Те ĕçлеме пĕлместпĕр, те ĕçлеттерме пĕлместпĕр?.. Ĕçеççĕ, кÿпеççĕ. Акă, пĕр комбайнне хытă хăваласа çĕмĕрсе пăрахнă…»
Пĕлтĕр трактористра ĕçленĕ Юрий Гигорьев малтан кунта трактористра ĕçленĕ иккен. Халĕ чунĕ чăтайманнипе кунта курма килнĕ. Хăйĕн юратнă тракторĕ умне тăрса питĕ сăн ÿкерттересшĕн пулчĕ. Сухаллă тракториста хăй пекех «сухаллă» тракторĕ умĕнче асăнмалăх сăн ÿкертĕмĕр ĕнтĕ. Пĕлтĕрхи пылчăкран тасатман тракторĕ кĕркунне ăçта лартнă, çавăнтах ларать. «Халь кунта «приезжийсем» ытларах ĕçлеççĕ, халăхĕ тарса пĕтрĕ», - терĕ.
«Свердлов» колхоз председателĕ Александр Пушкин пирĕн умрах такама пилĕк огнетушительпе пилĕк аптечка илме хушса шăнкăравларĕ. Кăçал «свердловсем» пурĕ
Ку хуçалăхран тухса кайнă майăн сулахай енче вĕсен уй-хирĕ çум ăшне путнине куртăмăр. Тĕллĕн-тĕллĕн выртнă тырă çинче çум курăкĕ çар пек йышлăн ларать. Пĕртен-пĕр «Енисей» вĕсене çĕнтерейĕ-ши? Хальлĕхе Николай Семенов ăна епле те пулин чун кĕртессишĕн хыпаланать.
Çул тепĕр енчех вара - «Атлашевский» СХК хирĕ. Икĕ комбайн васкасах ыраш анине выраççĕ.
Кадыков ячĕллĕ СХПК мехпаркĕнче икĕ комбайна вырмана хатĕрлеççĕ. «Паян электричество çук-ха пирĕн, çавăнпа кансĕртерех. Эпир мотора юсаса çитертĕмĕр. Жаткăна çеç сварка туса лартмалли юлчĕ. Ан иккĕленĕр, тепĕр икĕ кунран вырмана тухатпăрах», - терĕ Михаил Давыдов механизатор.
Ĕçлекен çынсене чăрмантарса, таçтан пĕр ÿсĕр механизатор пырса тăчĕ. Ăна часах пурте каялла хăваласа ячĕç. «Ĕç вăхăтĕнче ÿсĕр çапкаланса çÿрекенсене акă, полици илсе килетпĕр те тепринче, тыттарсах яратпăр. Çухалнă пултăр кунтан!» - терĕ Валериан Семенович. Унтан вара çапла хушса хучĕ: «Ку Давыдов комбайнерпа аптрамаççĕ-ха «кадыковсем». Вăл республикăри сухаçăсен конкурсне те хутшăнать. Вăл хуть те мĕнле комбайна та ĕçлеттермелле тăвать».