Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Кăçал та палăрасса шанас килет

Ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хир ĕçĕсем вĕçленсех пĕтмен-ха. Анчах та усă курнă техникăна хĕл каçарма лартасси çинчен те шутламалла. Паянхи кун транспорт хатĕрĕсен, кăкарса ĕçлемелли агрегатсен хакĕ пысăк. Çавăнпа кашни ял хуçалăх предприятийĕнчех вĕсен управлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Çак тĕллевпе ЧР Ял хуçалăх министерстви тата яваплă ытти организацисемпе пĕрле ял хуçалăх предприятийĕсенче техникăна хĕл каçма мĕнле хатĕрленине тĕрĕслемелли смотр-конкурс йĕркелеççĕ. Вăл октябрĕн 1—30-мĕшĕсенче иртет. Ятарлă комисси машинăпа трактор паркĕсенче пулĕ. Техникăна хĕл каçма кирлĕ пек лартнине пăхнипе пĕрлех парк территорийĕнчи тирпейлĕх, кирлĕ мар тимĕр-тăмăртан тасатни çине те тимлĕх уйăрĕç. Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем кун пек смотр-конкурссенче ытти çулсенче те лайăх енчен çеç палăрнă.

«Заря», «Труд» ял хуçалăх кооперативĕсем, «Слава картофелю» агрофирма республика шайĕнче çĕнтерÿçĕсем те пулнă. Кăçал та пирĕн хуçалăхсем палăрасса шанас килет.



"Каçал Ен"
12 октября 2011
00:00
Поделиться