Ĕçлетпĕр, кирлĕ утăмсем тăватпăр
"Каçал Ен"
С.Кокарев
Паянхи кун хамăр пурнăçа эпир техникăсăр курмастпăр та. Кирек ăçта та кирлĕ вăл. Уйрăмах çĕрпе ĕçлекеннисем пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен техника пулăшнипе çĕре сухалатпăр, акатпăр, мĕн çитĕнтернине пуçтарса илетпĕр, кăларса кĕртетпĕр. Анчах та тракторсен те, кăкарса ĕçлемелли агрегатсен те хакĕсем тăтăшах ÿссе пыраççĕ. Çавăнпа та вĕсене тухăçлă ĕçлеттернипе пĕрлех упрасси, вăхăтра юсаса тăрасси çине тимлĕх уйăрмалла. Тракторсемпе, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр, строительство тата урăх машинăсемпе, прицепсемпе мĕнле усă курнине вырăна тухса тĕрĕслесе тăратпăр.
Районта пурĕ 1072 трактор, тыр-пул пуçтармалли тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайнсем, çул-йĕр тунă çĕрте усă куракан тĕрлĕ машинăсем, прицепсем пур. Вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн пурне те регистрациленĕ. Пĕтĕмĕшле шутран 578-шĕ е 54 проценчĕ — агропромышленноç комплексĕнче. Мĕншĕн уйрăммăн палăртрăм-ха çакна? Вĕсем çулталăк тăршшĕпех ĕçре тесен те юрать. Сăмах кунта ытларах тракторсем пирки пырать. Çавăнпа та çулсерен ирттерекен техника тĕрĕслевне те чи малтан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пуçлатпăр.
Юлашки çулсенче уйрăм çынсем те техника чылай туянма пуçларĕç. Паянхи кун хушма хуçалăхсенче регистраци витĕр тухнă 429 техникăна шута илнĕ. Уйрăм тракторсен хуçисенчен пĕрисем вĕсене пăхсах тăраççĕ (вăл вĕсен «çăкăрĕ»-çке), теприсем пăхса тăмасăр техникăна саланса кайичченех ĕçлеттереççĕ. Патшалăх надзор инспекцийĕ темĕнле тăрăшсан та, вĕсене тĕплĕн асăрхаса ĕлкĕреймест. Хăшĕ-пĕри техника тĕрĕслевĕнчен те пăрăнать, кун пек чухне ĕç хăрушсăрлăхĕ енчен епле шанчăк пултăр?
Çак техника хуçисенчен чылайăшĕ малтан районти тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче нумай çул тăрăшнă. Хăйсене хăйсем опытлă тесе шутлаççĕ пулĕ. Анчах та ăста тракториста та юсавсăр техника инкек патне илсе пыма пултарать.
Техника тĕрĕслевĕсене çавăнпа та эпир яваплă вырăнта ĕçлекен çынсене те явăçтаратпăр. Вĕсем ĕç хăрушсăрлăхĕ, нормативлă документсем пирки ăнлантарса параççĕ.
Çулталăкра пĕрре ирттерекен техника тĕрĕслевĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Ăна пур механизатор та тĕплĕн хатĕрленет. Эпир те тракторсем çинче кăлтăксене асăрхасан вĕсене пĕтерме хушатпăр. Каярахпа, çул çинче чарсан, вăл е ку пая, системăна юсанине, прицепсем çинчи çитменлĕхсене палăртатпăр. Вĕсене йĕркене кĕртме пĕртен-пĕр механизатор тимлĕхĕ çеç кирлĕ-çке. Айăплисене явап тыттарма тивет.
Шел пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çулхи техника пур. Вĕсене механизаторсем хăйсемех юсаса ĕçлеме юрăхлă шая çитереççĕ. Куншăн те ырламалла, те хурламалла; Акана тухмалла — тракторсем кирлĕ, çĕннине илме укçа-тенкĕ çук. Ирĕксĕрех тĕрлĕ детальсем тупса техникăна «чун» кĕртеççĕ. Çакăн пек ăста механизаторсемпе мăнаçланатăп. Уй-хирте тата ытти çĕрте ĕçлекен, вăраххăн куçакан техника çинче ĕçлесшĕнех мар. Çакă пире пăшăрхантарать.
Ĕнерхи механизатор вырăнне ыран кам юлĕ? Çакă пире шухăшлаттарать. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен пуç ыратăвĕ те вăл. Маларахри çулсенче районти вăтам шкулсенче кашнинчех тракторист-машиниста вĕрентнĕ. Халĕ çак енĕпе Асанкасси вăтам шкулĕнче çеç ĕçлеççĕ. Парта хушшинчех техникăна юратма хăнăхтармасан малашне мĕн пулĕ; Трактор çăмăл автомашина мар, хăйĕн кăткăслăхĕсем пур. Тракторăн кăкармалли агрегатпа е прицеппа ĕçлемелле. Лайăх специалист çеç руль умĕнче лартăр тесе тăрăшатпăр. Анчах, шел пулин те, руль, педальсене пусма пĕлекен çамрăксене те çул çинче тĕл пулса чаратпăр. Тĕслĕхрен: трактор юсавлăх енчен йĕркеллех, прицеп та тивĕçтерет. Анчах та руль умĕнче лараканăн çак техника хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан удостоверени çук. Енчен те инкек сиксе тухсан;
Темĕнле хĕн пулсан та ял хуçалăх предприятийĕсем машинăпа техника паркне çĕнетсех пыраççĕ. Мĕншĕн тесен кивелнĕ техника чылай. Вĕсене улăштармалла. Юлашки çулсенче çеç тракторсем, тыр-пул тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли чылай агрегат туянчĕç. Вĕсене патшалăх техника надзорĕ регистрациленĕ. Вĕсем ĕç тухăçлăхĕ енчен уйрăлса тăнине ертÿçĕсем те, специалистсем те палăртаççĕ.
Кăçал ирттернĕ «Частник», «Трактор» тата ытти операцисем вăхăтĕнче трактористсем хирсенче ăнăçлă тăрăшнă. Техника хатĕрĕсенне кăлтăксем тупса палăртнă пулин те вĕсене çийĕнчех юсанă.
Пĕтĕмĕшле илсен çул çине, уй-хирти ĕçсене юсавлă техника çеç тухать тесен те тĕрĕсех — хурçă утсене хĕл каçма лартас тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха. Ку енĕпе хуçалăхсен ертÿçисемпе тимлетпĕр, кирлĕ утăмсем тăватпăр.
Техникăн ĕçлев вăхăчĕ вăрăм пултăр тесе механизаторсем те, инженерсем те чылай тăрăшаççĕ. Малашне хуçалăхсенче çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрасса шанатăп.
АУ Чувашской Республики "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» Минкультуры Чувашии