Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Козловсен туслă çемйи

Козловсен туслă çемйи

Юрий Козлов — кĕçĕншетмĕсем. Ялти тата Красноармейскинчи шкулсенче вĕреннĕ. УПКра тракторист правине алла илнĕ.

Ачаранах ялти ĕçсене хутшăннăскер тата техникăна юратаканскер, “Нива” совхозра Т-25 тракторпа ĕçлеме тытăннă. Çар хĕсметĕнчен таврăнсан та, кунтах тĕрлĕ техника çинче вăй хунă. Тавра курăмĕ пысăккине кура Юрий Вениаминовича трактор бригадине шанса параççĕ. 2009 çултанпа хуçалăхри тĕп инженер ĕçĕсене те туса пырать.

Иринăпа Юрий Козловсем 1999 çулта çемье çавăраççĕ. Хăйсем çине тăнипе, ашшĕ-амăшĕ, тус-тăванĕсем пулăшнипе çĕнĕ çурт-йĕр хăпартаççĕ. Ирина Николаевна — педагог, çамрăк ăрăва чăваш чĕлхипе литературине юратма вĕрентет. Пушă вăхăтра выльăх-чĕрлĕх пăхать, пахча-анкартире вăй хурать. Виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ, Настя, Катя тата Диана ял çыннин ĕçне юратса ÿсеççĕ.

Çĕре юратакан, тăван тавралăха килĕштерекен Козловсен шухăш-кăмăлĕ те çутă та таса, малашлăх туртăмĕсем те питĕ пысăк. 9 гектар пай çĕрĕсĕр пуçне тата 18 гектар арендăна илнĕ. Ку тĕллевпе вăй хума вĕсене 2006—2007 çулсенче кредитсем те панă.

Çĕр çинче ĕçлеме Козловсен техника та çителĕклĕ. “МТЗ-82.1” маркăллă трактор тата выльăх (халĕ килти хуçалăхра ĕнесемпе вăкăрсем усраççĕ) туянма шăпах банксем панă кредитсем май панă. Козловсен туслă çемйи çавна май выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăмсене те, тырри-пуллине те çителĕклех хатĕрлет.

 

АУ ЧР "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"



17 ноября 2011
00:00
Поделиться