Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Машина-трактор паркĕсем çĕнелеççĕ

Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, агропромышленность комплексĕнче тĕрлĕ ял хуçалăх техники 319 единица шутланать. Çав шутран прицепсем 82, тракторсем 163, çул-йĕрпе строительство тата мелиораци машинисем 24, тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсем 31, выльăх апачлĕх культурăсене пухса кĕртмелли комбайнсем 19.

Уйрăм çынсен техники вара палăрмаллах хушăнни курăнать, 526 единицăна çитрĕ. Çав шутран прицепсем 128, тракторсем 358.

Промышленность предприятийĕсемпе организацисенче техника хисепĕ 41 единицăран иртмест. Çапла вара районĕпе пĕтĕмпе 886 единица регистрациленĕ. Çав шутран агропромышленность предприятийĕсем тĕрĕслеве 216 единица, уйрăм çынсем – 336, ытти предприятисемпе организацисем 35 единица тăратнă.

Çынсен пурнăç условийĕсем лайăхланнине, вĕсем ял хуçалăх машинисемпе, агрегатсемпе, оборудованисемпе усă курса ĕçлесшĕннине юлашки пилĕк çулта уйрăм çынсен техникин хисепĕ 2 хут ÿсни çирĕплетет. Çакăнта çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Паянхи куна илсен, уйрăм çынсен техникине 59,4 процент регистрациленĕ пулсан, агропромышленность комплексĕнне 36, предприятисенне 4,6 процент кăна.

Мĕнпур категорири уйрăм çынсен техникин юсавлăхĕ кăштах чакнă пулсан, агропромышленность комплексĕнче çулталăкри техника тĕрĕслевĕн шайĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 2,6 процент ÿсрĕ те 60,7 процентпа танлашрĕ. Çакă машина-трактор паркĕсем çĕнелсе пынинчен килчĕ. 2005 çултан пуçласа ку таранччен ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата уйрăм çынсем хăватлă тракторсемпе комбайнсене 60 единица туяннă. Ку кăтарту, кризис çулĕсенчи çĕнетÿ шайĕпе танлаштарсан, икĕ хут ытла пысăкрах. Çав тапхăртах кивелсе япăхнă техникăна 161 единица пăрахăçланă.

Кăçал ял хуçалăх организацийĕсем хăйсен вăйĕпе çĕнĕ техника 16591 пин тенкĕлĕх, инвестици кредичĕсемпе 13450 пин тенкĕлĕх туяннă.

Техника хуçисем йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ çулленех чакса пырать. Çакă вĕсем хăйсен прависемпе тивĕçĕсем енĕпе яваплăрах пулнинчен килчĕ. Апла пулин те районти гостехнадзор инспекцийĕ кăçал йĕркене пăснă 88 тĕслĕхе тупса палăртрĕ. Ку, 2010 çулхипе танлаштарсан, 5 процент сахалтарах.

К.МАЙОРОВ,

районти гостехнадзор инспекцийĕн ертÿçи.



28 ноября 2011
00:00
Поделиться