Поздравление Президента Чувашии Михаила Игнатьева с Новым годом
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, ырă туйăмсем вăратса тата та нумайрах ырă ĕç тума хавхалантарать. Шăпах çак вăхăтра тавралăх шурă юрпа хупланса хитреленет, пирĕн кăмăл хăпартланать, ачасем юр кĕлеткесем ăсталаса уява, Юр пикепе Хĕл Мучине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Çĕнĕ çул – асамлăх кĕтекен тĕлĕнтермĕш вăхăт. Вăл ĕненÿпе шанчăк, ырăлăхпа çутăлăх, килĕшÿлĕхпе юрату уявĕ. Шăпах çак вăхăтра эпир иртсе пыракан çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр тата малашлăх валли тĕллевсем палăртатпăр.
2011 çул пирĕншĕн пуриншĕн те пĕчĕк тата пысăк ĕçсен çулталăкĕ пулчĕ. Эпир республикăн социаллă тĕллевлĕ бюджечĕн тупăшĕсене ÿстернине пула ăна темиçе хутчен те пăхса тухрăмăр. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Республикăра инновацин пысăк проекчĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçлама тытăннă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ тата ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстернĕ, çĕнĕ çулсемпе пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çуртсен картишĕсене тĕпрен юсанă тата ача-пăчан хальхи вăхăтри спорт площадкисене уçнă. Эпир сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, культурăна тата спорт сферине çĕнетес ĕçе малалла тăсатпăр. Патшалăх пулăшнине пула республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанать, ача сачĕсем çĕкленеççĕ, общество инфратытăмĕ лайăхланать. Пурнăçра йывăрлăх тÿсекен çынсене, сахал тупăшлă, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене патшалăх пулăшу кÿрет.
Çакна палăртма кăмăллă, республикăра пурăнакансем хăйсем те Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса тата пурнăçра хастарлăх кăтартса халăх пурнăçĕн пахалăхĕпе шайне ÿстерме, обществăри тăнăçлăхпа килĕшÿлĕхе тата унăн тĕреклĕхне çирĕплетме пулăшаççĕ.
Шанатăп: çитес çул çутă та пуян пулĕ, пире чылай кăсăк пулăмпа тата çĕнĕлĕхпе савăнтарĕ.
Хаклă ентешĕмĕрсем, сире çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, иксĕлми вăй-хал, ырă пуçарусенче ăнăçу, телейпе юрату сунатăп! Уяв каçĕнче ĕмĕтленнĕ чи çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр!
Çĕнĕ çул ячĕпе сире!
Чăваш Республикин
Президенчĕ М.Игнатьев
Хаклă ентешĕмĕрсем! Дорогие соотечественники!
Сердечно поздравляю вас с Новым годом!
Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, ырă туйăмсем вăратса тата та нумайрах ырă ĕç тума хавхалантарать. Шăпах çак вăхăтра тавралăх шурă юрпа хупланса хитреленет, пирĕн кăмăл хăпартланать, ачасем юр кĕлеткесем ăсталаса уява, Юр пикепе Хĕл Мучине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн эпир çитĕнÿсене аса илсе çутă малашлăха илсе каякан çулсене палăртатпăр, çĕнĕ ĕмĕтсем пирки шутлатпăр.
Новый год – это чудесная пора ожидания волшебства. Это праздник веры и надежды, добра и света, гармонии и любви. Именно в это время мы подводим итоги уходящего года и намечаем планы на будущее.
2011 год для всех нас стал годом больших и малых добрых дел. Мы несколько раз пересматривали социально ориентированный бюджет республики в сторону его увеличения. Значительно улучшили показатели социально-экономического развития Чувашии. В республике начата реализация масштабных инновационных проектов и социально значимых программ, созданы новые рабочие места и повысилась заработная плата тружеников, построены новые дороги и жилье, капитально отремонтированы дворы и открыты современные спортивные детские площадки. Мы продолжаем модернизацию здравоохранения, образования, культуры и спортивной сферы. Благодаря государственной поддержке в республике развивается малый и средний бизнес, строятся детские сады, совершенствуется общественная инфраструктура. Оказывается помощь социально незащищенным гражданам, малообеспеченным, многодетным и молодым семьям.
Отрадно, что и жители республики благодаря неустанному труду во благо Родины и активной гражданской позиции способствуют улучшению качества и повышению уровня жизни людей, укрепляют мир, согласие и стабильность в обществе.
Уверен, что наступающий год будет ярким и насыщенным, нас ждет много интересных событий и новых открытий.
Желаю вам, дорогие соотечественники, крепкого здоровья, бодрости и силы духа, неиссякаемой энергии, удачи в добрых начинаниях, счастья и любви! Пусть ваши заветные желания, загаданные в праздничную ночь, обязательно сбудутся!
Президент
Чувашской Республики М. Игнатьев