Профилактика операцийĕ пырать (Правопорядок)
Чăваш Енри Гостехнадзор инспекцийĕ 2012 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 24-мĕшне кĕртсе Чăваш Республикин территорийĕнче “Снегоход” профилактика операцийĕ ирттерме йышăннă. Асăннă операци вăхăтĕнче çынсем тата снегоходсен хуçисем унăн тĕллевĕсемпе задачисем çинчен анлăн пĕлсе тăма тивĕç. Снегоходсемпе усă куракан вырăнсенче рейдсем ирттереççĕ, асăннă мотохатĕрсем юсавлă пулнине тата вĕсемпе пĕлсе тата тивĕçлĕ усă курнине тĕрĕслеççĕ, регистрацие тăман снегоходсене палăртаççĕ.
Тĕрĕс усă курмасан инкекĕ те çавăнтах. Акă кăçалхи январĕн 2-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Пысăк Сĕнтĕр ял поселенине кĕрекен Ямолкино ялĕ хыçĕнчи уйра снегоходпа ярăннă чухне инкек пулнă. Инкек сăлтавĕ – снегоходпа усă курмалли хăрушсăрлăх техникин правилисене пăсни. Чи малтанах асăннă мотохатĕре регистрацилеменни паллă пулнă. Водительтен малта руль умĕнче çул çитмен ача ларса пынă. Вĕсем шăтăка пырса кĕнĕ. Çавна май водитель умĕнче ларнă хĕрĕ руль çине тăрăннă та хырăмне амантнă, шалти органсем сиенленнĕ. Ăна Шупашкар хулинчи ача-пăча медицина центрне реанимаци уйрăмне хунă. Следстви пырать.
Пирĕн районта икĕ снегохода регистрациленĕ. Анчах Тушкил, Енĕш Нăрваш, Амалăх ялĕсенче регистрацилемен хăй тĕллĕн çÿрекен мотохатĕрсем пурри палăрнă. Ку вăл çирĕплетнĕ йĕркене пăсни.