Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Международным женским днем

Юратнă хĕрарăмсем!

 

Сире пĕтĕм чун-чĕререн питĕ чаплă уявпаПĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Сирĕн çепĕç куллăр ăшшипе, савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тата çĕнелÿпе тулса пуянланнă çак илемлĕ уява эпир пурте чăн-чăн çуркунне палли пек йышăнатпăр. Çак вăхăтра çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăранса чĕрĕлме тытăнать, чунра çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуралать.

Иксĕлми юратупа илеме, тарăн ăспа ыр кăмăллăха, ăш пиллĕхпе чăтăмлăха сăнарлаканскерсем, эсир пурнăçа савăнăçлăрах тата çураçуллăрах тăватăр. Хăвăр чунтан савакан çывăх çыннăрсене ачашлăхпа ăшă туйăм парнеленĕ май, вĕсене пурнăçри йывăр самантсенче тĕрлĕ пăтăрмахсемпе инкексенчен сыхлатăр, килти хăтлăха шанчăклăн упратăр. Сирĕн юратăвăрпа тăрăшулăхăр пире, арçынсене, вăйлăрах пулма хистеççĕ, пултаруллă ĕçлеме тата ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ.

Эпир Сире хамăра ăнланнăшăн тата ырă кăмăллă пулнăшăн, çемье вучахне упрама пĕлнĕшĕн, ачасене çивĕч ăс-тăнлă та пултаруллă туса пăхса çитĕнтернĕшĕн тата хăвăр çав хушăрах ĕçре, общество пурнăçĕнче пысăк çитĕнÿсем тума пултарнăшăн чĕререн тав тăватпăр.

Хаклă аннесемпе асанне-кукамайсем, мăшăрсемпе хĕрсем, аппасемпе йăмăксем тата тантăшсем, пирĕн пурнăçа пархатар кÿнĕшĕн тата ăна телейлĕ тума пулăшнăшăн сирĕн умăрта эпир пуçа таятпăр. Ан тив, сирĕн чунăрта яланах çуркунне чечеклентĕр, çемйĕрсенче юратупа килĕшÿлĕх хуçаланччăр, чи çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр! Çирĕп сывлăх тата ырлăхпа телей сире!

 

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                            М.Игнатьев

 

 

Милые дамы!

 

Сердечно поздравляю вас с замечательным праздником – Международным женским днем!

Согретый теплом ваших улыбок, проникнутый настроением радости и обновления, этот прекрасный праздник стал настоящим символом весны. В это время пробуждается и расцветает природа, зарождаются новые планы и мечты.

Воплощая в себе любовь и красоту, мудрость и милосердие, душевность и терпение, вы вносите в жизнь радость и гармонию. Щедро даря ласку и тепло своим близким, оберегаете в трудную минуту их от невзгод и жизненных неурядиц, кропотливо создаете и поддерживаете домашний уют. Ваша забота и любовь делают нас, мужчин, сильнее, вдохновляют на созидательный труд и добрые поступки.

Мы благодарим Вас за понимание и великодушие, признательны за Ваше умение сохранять семейный очаг, воспитывать детей сильными конкурентоспособными личностями и, при этом, достигать больших успехов в профессиональной и общественной деятельности.

Низкий вам поклон, дорогие мамы и бабушки, супруги и дочери, сестры и подруги, за то, что наполняете нашу жизнь смыслом и делаете ее счастливой. Пусть вам всегда сопутствует весеннее настроение, в ваших семьях царят любовь и взаимопонимание, осуществляются самые светлые надежды и ожидания! Доброго вам здоровья, счастья и благополучия!

 

Глава

Чувашской Республики                  М. Игнатьев



08 марта 2012
00:00
Поделиться