Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Техника хушăнать

Техника хушăнать

14.03.2012
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
К. Майоров

Районти гостехнадзор инспекцийĕ хăйĕн ĕçне ятарлă планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пырать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне инспекцире хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене 672, прицепсене 216 регистрациленĕ. Районти агропромышленность комплексĕнче тракторсен, прицепсен, ытти техника хисепĕ чакса пыни палăрать. Çакă мĕнпур техникăн 90 проценчĕ хăйсен амортизаци срокне ирттернипе, çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсем финанс тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрура пулнипе çыхăннă. Çав вăхăтрах уйрăм çынсен техникин хисепĕ ÿссе пырать. Кăçалхи çул пуçланнă тĕле килти хуçалăхсенче тракторсем, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем, прицепсем 529 единица шутланчĕç. Çакă районти мĕнпур техникăн 59,6 проценчĕпе танлашрĕ.

Кивелсе юрăхсăра тухнă техникăна пăрахăçлассипе хăш-пĕр ĕçсем пурнăçланă. Регистраци учетĕнчен 10 единица кăларнă. Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсем урапаллă çĕнĕ 11 трактор туяннă, çавăн пекех тĕш тырă пухса кĕртмелли 3 комбайн илнĕ.

Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсене патшалăх техника тĕрĕслевне 66,6 процент тăратнă. Мĕнпур техникăн 62,8 проценчĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Техникăна тĕрĕслеве уйрăм çынсем тата предприятисем активлă тăратаççĕ.

Патшалăх стандартне тата техникăна упрассине пăхăннине 23 хуçалăхра 501 ял хуçалăх машинине тĕрĕсленĕ. Çавна май 178 единица кирлĕ пек упранманнине палăртрăмăр.

Пĕлтĕр ял хуçалăх организацийĕсем çĕнĕ техника хăйсен шучĕпе 16591 пин тенкĕлĕх, инвестици кредичĕсемпе 13450 пин тенкĕлĕх туянчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 марта 2012
00:00
Поделиться
;