Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Тĕплĕн хатĕрленнĕ

Çак кунсенче районти гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ Константин Майоров «Алмаз» обществăра ял хуçалăх техникине патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларас тĕлĕшпе пулчĕ.Ку общество çĕнĕ техникăпа пуян. Çавăнпа та механизаторсен хăйсене шанса панă тракторсене юсама вăхăт нумай кайман. Кашниех техника тĕрĕслевне тĕплĕн хатĕрленме пултарнă. К.Майоров хăш пĕр çитменлĕхсене çав-çавах асăрхарĕ, вĕсене пĕтерессипе сĕнÿсем пачĕ.

– Киввине кашни уйăхра юсама тивнĕрен çĕнĕ техника çулсерен туянма тăрăшатпăр, – терĕ Геннадий Денисов ертÿçĕ.

Районти гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ «Алмаз» общество механизаторĕсене ырларĕ, техника тĕрĕслевне лайăх хатĕрленнине палăртрĕ, çурхи ĕçсенче ăнăçу сунчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 апреля 2012
00:00
Поделиться
;