Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Юсавсăр техникăпа тухатăн - явап тытатăн

Районта уйрăм çынсен техники хушăнсах пырать. Апрелĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа майăн 25-мĕшĕччен «Частник» операци пынă май, вырăнсене çитсе тĕрĕслев ирттернĕ чухне техника хисепĕ 534 единицăна çитни палăрчĕ. Çав шутран 106 единица тĕрĕслев витĕр тухни курăнчĕ.

«Частник» операци тапхăрĕнче çитменлĕхсене те асăрхама тÿр килчĕ. Пĕрисем регистрацилемен техникăпа çÿреççĕ, теприсен пĕрле нимĕнле документсем те çук, виççĕмĕшĕсен тракторист-машинист удостоверенийĕ те çумра мар. Регистраци витĕр тухман техника ытларах Питĕшкасси, Ураскилт, Йăлкăш ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пулни палăрчĕ. Çав вăхăтрах Шĕмшеш тăрăхĕнче техникăна йĕркеллĕ тытаççĕ, тĕрĕслеве те вăхăтра тăратаççĕ. «Частник» операци вăхăтĕнче çеç тракторсемпе прицепсене 88 единица тĕрĕслеттернĕ. Районĕпе илсен, ку хисеп 200 единицăна çитрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июня 2012
00:00
Поделиться