Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

«Трактор» операци иртет

Пĕлтĕрхи «Трактор» операци вăхăтĕнче республикăра 2123 техника хатĕрне тĕ-рĕсленĕ. Вĕсенчен 74-шĕпе — регистраци йĕркисене, 136-шĕпе — патшалăх техосмотрĕн йĕркисене пăсса, 78-шĕпе — регистраци докуменчĕсемсĕр, 64-шĕпе патшалăх регистраци паллисемсĕр усă курнине тупса палăртнă. Унсăр пуçне 80-шĕпе тракторист-машинист удостоверенийĕсемсĕр çынсем çÿренĕ, 195-шĕ юсавсăр пулнипе çул-йĕр çинче хăрушлăх кăларса тăратнă.

Çак тĕслĕхсем тăрăх 96900 тенкĕлĕх 342 административлă штраф панă.

Пĕлтĕрхи операци йĕркене пăснă чылай тĕслĕхе тупса палăртнине кура ăна кăçал та ирттерме йышăннă. Уйăхлăх вăхăтĕнче техника хатĕрĕсем патшалăх техосмотрĕ витĕр тухнине, регистраци йĕркисене пăхăннине, юсавлă пулнине тата ыттине те тĕрĕслĕç. «Трактор» операци августăн 1-мĕшĕнчен 31-мĕшĕччен иртет.



"Каçал Ен"
01 августа 2012
00:00
Поделиться
;