Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

"Трактор" операци-уйăхлăх

Çурла уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче районта "Трактор" профилактика операци-уйăхлăх иртет. "Трактор" операци-уйăхлăх вăхăтĕнче иртнĕ çул пурĕ 142 тракторпа прицепа чарса тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен çул çỹремелли йĕркесене пăснине тата техника хăрушсăрлăхне пăхăнманнине (4-шар тĕслĕх), машинăсене патшалăх енчен регистрацилемелли йĕркене пăснине (7 тĕслĕх), патшалăх техника тĕрĕслевĕн йĕркисене сĕмсĕррĕн пăснине (5 тĕслĕх) палăртнă. Техникăна çỹретнĕ чухне механизаторсем тракторист-машинист удостоверенине хăйсемпе пĕрле илме манса каяççĕ. Çак йĕркене 5 механизатор пăхăнман. 4 трактор çинче регистраци докуменчĕсем, 5-шĕ çинче патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине ĕнентерекен талон пулман, 3 механизатор путевка илмесĕрех çула тухса ĕçе пикеннĕ. Айăплисене явап тыттарнă. Операци-уйăхлăхăн тĕп тĕллевĕ - тракторсемпе прицепсен, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсен хуçисем хушшинче профилактика ĕçĕсене пурнăçласси, кивĕ техника хатĕрĕсене шутран кăларасси, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине асăрхасси.


"Елчĕк Ен"
07 августа 2012
00:00
Поделиться