Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Техникăна тĕплĕ тĕрĕслетпĕр

Чăваш Республикин Гостехнадзор инспекцийĕпе шалти ĕçсен министерстви августăн 1-31-мĕшĕсенче «Трактор» профилактика операци-уйăхлăх ирттерме йышăннă. Çакна валли ятарлă график туса хатĕрленĕ.

Тÿрех калатăп, тĕрĕслев условийĕсем çирĕп. Пуринчен малтан механизаторсем çулçÿрев правилисене мĕнле пăхăннине пăхатпăр. Хăрушсăрлăх техникине епле пăхăнса ĕçленине, тавралăх çине мĕнле витĕм кÿнине тĕрĕслетпĕр. Техникăна йĕркене пăхăнса регистрациленĕ-и, техосмотр витĕр тухнă-и – çаксем кашни тĕрĕслеврех тĕп вырăнта пулĕç. Шел пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсенче техника тĕрĕслевĕнче пулман тракторсемпе прицепсем чылай-ха. Паянхи куна ял хуçалăх предприятийĕсенче 291 единица техника шутланса тăрать. Çав шутра 170 трактор, 77 трактор прицепĕ, 27 тырă вырмалли комбайн тата 15 утă, сенаж хатĕрлемелли комбайн пулсан, вĕсен 51 проценчĕ кăна техосмотр витĕр тухнă. Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман техника «Авангард», «Витязь», «Родник» хуçалăхсенче пур. Çав вăхăтрах «Новый путь», «Алмаз», «Правда», «Журавлев» хуçалăхсене ырăпа асăнса хăварас килет. Предприятисенчен «Алиководорстрой» общество, улма-çырла комбиначĕ лайăх енĕпе палăраççĕ. Паянхи куна уйрăм çынсен аллинче 563 (2011 – 520 ед.) единица техника шутланать, çав шутра: 403 трактор, 133 трактор прицепĕ, 21 тырă вырмалли комбайн. Вĕсен 54 проценчĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Асăрхаттарса хăварас килет: техосмотршăн пысăках мар сумма шеллекенсен каярах самаях пысăк укçа (штраф) тÿлеме тивет.

Уйăхлăх вăхăтĕнче механизаторăн тракторист-машинист удостоверенийĕ пурри, техникăна тытса пыма ирĕк илни (категори пурри) çине пăхатпăр. Çавăн пекех регистраци докуменчĕ, çул хучĕ пуррипе çуккине, техника çул çине тухма талон-допуск илнине те тĕрĕслетпĕр.Патшалăх регистрацийĕн номерĕсĕр техникăна, номерсем регистраци докуменчĕсемпе килĕшсе тăман тракторсене, прицепсене тытса чарма тивет. Паянхи куна йĕркене пăхăнса регистрацилемен техника (тракторсем, прицепсем, тырă вырмалли комбайнсем) уйрăм çынсен ытларах палăрать. Çавăн пек техникăна тупса палăртсан, штраф площадкине кайса лартмалла пулать. Йĕркене пăхăнман предприятисемпе организацисен ертÿçисене предписани паратпăр. Унта палăртнă çитменлĕхсене пурнăçламасан административлă йĕркепе явап тыттарма тивет. Ку енĕпе 11 çынна айăпларăмăр. Çав шутран пĕри должноçри, ыттисем уйрăм çынсем.

Паянхи куна уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсенче хуçасăр техникăсем пур. Çавăн пек тракторсене, прицепсене тата хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене (вĕсем хуçалăхра кирлĕ мар пулсан) гостехнадзор инспекцийĕнче шутран кăлармалла.

Хальхи вăхăтра вырма тапхăрĕ пырать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тата уйрăм çынсенче пĕтĕмпе 48 тырă вырмалли комбайн шутланса тăрать. «Новый путь», «Алмаз», «Журавлев» хуçалăхсенче çак техникăна вырмана хатĕрлесе çитерессипе тата ăна техосмотр витĕр кăларассипе тимлесе ĕçлерĕç. Комбайнсем çинче пушартан сыхланмалли хатĕрсем (огнетушитель, шыв, хăйăр, йывăç тата тимĕр кĕреçе, çулкă) пулччăр.



13 августа 2012
00:00
Поделиться