Техникăна тĕрĕс упрамалла
Çурхи ака-суха тата вырма ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ял хуçалăх техникине — плугсене, культиваторсене, сеялкăсене, сажалкăсемпе копалкăсене, тыр-пул, çĕр улми, утă-улăм пуçтарса кĕртмелли комбайнсене лайăх упранччăр тесе ятарласа хатĕрлемелле.
Техникăна упрассин темиçе тĕсне уйăраççĕ:
— сменăсем хушшинче упрасси — 10 кунран сахалрах;
— кĕске вăхăтлăх — 10 кунран пуçласа 2 уйăх таран;
— нумайлăха упрасси — 2 уйăхран пуçласа.
Техникăна ĕçсене вĕçленĕ хыççăн 10 кун хушшинче упрама вырнаçтарса лартмалла. Ял хуçалăх техникин хăйĕн уйрăмлăхĕ пур: унпа çулталăкра 2—5 уйăх çеç усă кураççĕ, ытти вăхăтра вăл юрăхсăра ан тухтăр тесен ăна тĕрĕс упрамалла.
Техникăна 3 тĕрлĕ условисенче тытма пулать:
— хупă пÿлĕмсенче — ытларах чухне çакăн пек условисенче хаклă техникăна (тырă вырмалли, çĕр улми пуçтармалли комбайнсене) упраççĕ;
— тăррине витнĕ хуралтăсенче — кăткăс машинăсене;
— уçă площадкăсенче — сажалкăсене, сеялкăсене, культиваторсене тата ытти техни-кăна.
Ял хуçалăх машинисене упрама вырнаçтариччен çумалла, пылчăкран, тăпраран тасатмалла, ятарлă подставкăсем çине лартмалла. Тĕрлĕ çут çанталăк условийĕсенче хăвăрт юрăхсăра тухакан хăш-пĕр пайĕсене (аккумуляторсене, касакан пайĕсене, семяпроводсене, пысăк пусăмлă шлангсене тата ыттине те) техника çинчен хывса илмелле, складра упрамалла.
Ял хуçалăх машинисен тата комбайнсен пневматика кустăрмисенчи пусăмне 70 процент таран чакармалла, кустăрмасемпе площадка хушшинче 10—15 сантиметр пулмалла.
Плугсен ĕçлекен пайĕсене, культиваторсен лапписене, дисклă сошниксене тутăхасран хÿтĕлемелле. Пневматика шинисене çутă яман шурă сăрăпа сăрламалла. Ял хуçалăх машинисен йывăррăн хывăнакан пайĕсене герметизацилесен çаплах хывмасăр хăварма юрать.
Енчен те тырă тата утă-улăм пуçтаракан комбайнсене нумайлăха упрама уçă площадкăра хăваратăр пулсан, вĕсен двигательне консервацилемелле (тутăхасран çу сĕрмелле), хăш-пĕр пайĕсене герметизацилемелле, двигательне пленкăпа витмелле, ГОСТăн 7751-85 «Ял хуçалăхĕнче усă куракан техникăна упрамалли йĕрке-семпе» килĕшÿллĕн упрама вырнаçтармалла.
Пирĕн районти чылай хуçалăхра техникăна упрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Заря», «Труд», «Дружба», «Асаново», «Слава» ЯХПКсене, «Урожай», «Искра» колхозсене, Минатулиннăн фермер хуçалăхне уйрăмах палăртмалла. Анчах хăш-пĕр хуçалăхсенче йĕркене пăхăнма тăрăшмаççĕ. Сăмахран, «Госсорткомисси» ФПУра, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче, «Дубовка» ОООра, «Алга» ЯХПКра техникăна хĕле хатĕрлесси çине алă сулаççĕ.
Ан манăр: техникăна тĕрĕс упрани ăна çĕмĕрĕлесрен сыхлать, укçа-тенкĕне перекетлеме май парать. Çумăрсемпе сивĕсем пуçланиччен ял хуçалăх машинисене упрама вырнаçтарса лартма ĕлкĕрмелле. Октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен ятарлă комисси хуçалăхсем тăрăх çакна тĕрĕслесе çÿрĕ.