Консерваци пурте туман-ха
Техникăна хĕле хатĕрлесси мĕнле пырать?
Хирти ĕçсем вĕçленсе пынă май техника пушанса пырать. Ăна хĕле валли хатĕрлесе лартас ĕç пуçланчĕ. Районти Гостехнадзор служби ăна епле пурнăçланине тĕрĕслесе çак кунсенче рейд ирттерчĕ.
Комбайнсене, агрегатсене, ытти пур техникăна хĕле мĕнле хатĕрлесе лартнине тĕрĕслекен комиссипе (Шупашар районĕнчи Гостехнадзор пуçлăхĕ Валериан Михайлов, район администрацин ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Анатолий Ульянов, районăн тĕп зоотехникĕ Георгий Миронов) пĕрле эпир те тухса кайрăмăр. Чи малтанах «Ольдеевская» Агрофирмăн» машинăпа трактор паркĕнче пултăмăр. Вĕсен тĕш-тырă пуçтаракан «Дон» тата выльăх апачĕ пуçтаракан «Полесье» комбайн пур. Хуçалăх «Дон–1500» комбайнне ангара лартайман-ха, шăпах куккурус хирне вырма тухасшăн хатĕрленеççĕ. Вăхăт çитмесĕр, вăрлăх типмесĕр ăна вырса илме çук. Эпир комбайн çумĕнче тăрмашакан Николай Федоров комбайнерпа тĕл пулса калаçрăмăр. Кăçал вăл «Ольдеевская» Агрофирма» хирĕнче пурĕ 800 тонна тырă çапса илнĕ, Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра – 200 тонна.
– Ĕмĕрĕпех техникăпа аппаланатăп. Май уйăхĕнчен пуçласа октябрь таранчченех эпĕ çак комбайнпа хирте ĕçлетĕп. Хĕллесенче вара трактор çине куçатăп. Т-150, ДТ-75 тракторсемпе навус турттаратăп, юр тытатăп. Трактор-машинăна эпĕ яланах юсавлă тытма юрататăп. Запчаçсем тĕлĕшпе ыйту тухса тăмасть. Хуçалăх çителĕклĕ таран укçа-тенкĕ уйăрса парать. Ĕç укçине те вăхăтра илетпĕр, уйăхне 15-17 пин тенкĕ илетĕп. Аптрамасть, пурăнма пулать. Халĕ куккурус çапма тухасшăн-ха, васкатăп, – тесе вăл хăйĕн комбайнĕ çине чупса хăпарса кайрĕ.
Малалла «Атлашевский» СХКна çитрĕмĕр. Кунта вара тирпейлĕх те, йĕркелĕх те хуçаланать. Пысăк та çĕнĕ, тап-таса ангарта тĕш-тырă пуçтаракан 5 комбайн тата выльăх апачĕ пуçтаракан 2 комбайн парадри пек лараççĕ. Унсăр пуçне ытти техника та тирпейленсе хăй вырăнне тупнă. Пăхма кăмăллă. Хуçалăх кăçалхи вырмара 19 пин те 230 центнер тĕш-тырă,
Тĕрĕслев комисийĕ малалла Ленин ячĕллĕ тата Куйбышев ячĕллĕ СХПК-колхозсен, «Дружба» хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕсене çитсе курчĕ. Кунта ÿкерчĕк, паллах, урăхла. Техникăна вырăна илсе килсе лартнă, хĕле хатĕрлеме пу-ланă, анчах та консерваци туман. Çуса, тасатса, юсаса тирпейлесе кирлĕ шайра хатĕрлеймен-ха. Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн пурĕ 3 комбайн тата ытти техника машинăпа трактор паркĕнче вырнаçнă, Куйбышев ячĕллĕ колхозăн тĕш-тырă пухакан 3 тата выльăх апачĕ пухакан 3 комбайн паркра ларать. ЧР Ялхуçалăх министерствин «Дружба» патшалăх унитарлă предприятийĕн техника пурлăхĕ кивелсе çитнĕ, çĕннине туянайман. Кунта малашне Чернуха хресченпе фермер хуçалăхĕн техники вырнаçĕ. Тĕш-тырă пуçаракан «Дон –1500 Б» комбайна вырăна çитерсе лартнă, çума ĕлкĕрнĕ, урăх ним те туман-ха.
Октябрĕн 25-мĕшĕччен комисси ытти хуçалăхсене те çитсе пĕтĕмлетÿ тăвать.