Операци пуçланать
Район территорийĕнче январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 25-мĕшĕччен «Снегоход» операци иртет. Ăна районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсемпе, Чрезвычайлă ситуацисен министерствин сотрудникĕсемпе пĕрле регистрацилемен çил çунасене тупса палăртас, çул çинчи хăрушлăхран асăрханас тĕлĕшпе йĕркелетпĕр.
Саккунпа килĕшÿллĕн юр çинче çÿрекен техника хатĕрĕсене (снегоходсене) ЧР Патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕнче вăхăтра учета тăратмалла. Сăмах май, паянхи кун районĕпе 3 единица çил çуна регистрациленĕ.
"Каçал Ен"