Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Ĕçсене вăхăтра пурнăçламаллах

Çур аки çывхарнă май ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене хумхантаракан ыйту чылай. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. Апла пулин те татса паман ыйтусем пур-ха çав. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни хуçалăхсен умне нумай чухне чăрмав кăларса тăрать. Çулсеренех çур аки çитиччен ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, агрономсемпе инженерсем канашлăва пухăнаççĕ. Кăçал ăна мартăн 14-мĕшĕнче ирттерчĕç. Хумхантаракан ыйтусемпе тĕп хуларан килнĕ специалистсем те тухса калаçрĕç.

Район администрацийĕн тĕп агрономĕ Ш.М.Зейнутдинов иртнĕ çулхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе 2013 çулхи тĕллевсене палăртрĕ.

«Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсем япăх мар ĕçленĕ. Ака-суха ĕçĕсене вăраха ямасăр пурнăçланă. Тыр-пул, çĕр улми çитĕнтерес енĕпе эпир республикăра малтисен ретĕнче, тухăç та савăнтарчĕ. Апла пулин те кăçал тата тăрăшуллăрах ĕçлессе шанас килет. Чăрмавсем пур, паллах, укçа-тенкĕ çитменни палăртнине вăхăтра пурнăçлама май памасть. Сăмахран, хуçалăхсенче удобрени çителĕксĕр. Пĕлтĕр çак вăхăтра 2 пин тонна удобрени туяннă пулсассăн, кăçал — 450 тонна çеç. Çапах та татса паман ыйтусене, палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçласса шанас килет», — пĕлтерчĕ тĕп агроном. Шамиль Минуллович уйрăмах вăрлăх ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Районĕпе хуçалăхсенчи вăрлăхăн 74 проценчĕ çеç кондицие ларнă. Хăш-пĕр хуçалăхсем ку енĕпе çанă тавăрсах ĕçлеççĕ, хăшĕсем ĕçе вĕçне çитермен. Вăрлăха кирлĕ пек хатĕрлемесен лайăх тухăç илесси иккĕленÿллĕ. «Родина», «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕсем, «Рассвет», «Дружба», «Труд», «Асаново» ЯХПКсем, «Сюрбеево» ООО, «Урожай» колхоз элита вăрлăхсем туяннă.

Тыр-пул, пахча çимĕç тухăçĕ вăрлăхран та, çĕре епле пăхнинчен те нумай килет. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕ В.М.Мутиков шăпах çĕрĕн пулăхлăхĕпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Кунта вăхăтра минераллă удобренисем памаллине каласа хăварчĕ.

Вăрлăх ыйтăвĕпе «Россельхозцентр» ФПУн Чăваш Енри филиалĕн директорĕн çумĕ А.М. Титова тухса калаçрĕ. Пур хуçалăхра та таса, кондициллĕ вăрлăх çеç пулмалла. Ун çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çавăн пекех вăрлăха сиенçĕсенчен сыхласси те тĕп вырăнта пулмаллине каларĕ специалист. Кунта уйрăмах тĕрлĕ препаратсемпе вăхăтра усă курмалла.

Çавăн пекех канашлура «ЧР Продфонд» КУП директорĕ А.А.Самаркин, «Чувашский» ФПБУ агрохимцентрĕн тĕп специалисчĕ Ш.М.Ахметшин, районти патшалăх техника надзорĕн инспекци начальникĕ С.Н.Кокарев тĕрлĕ ыйтупа тухса калаçрĕç.

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен сÿтсе явмалли, пăшăрхантаракан ыйтусем чăннипех те нумай. Минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайĕсем пайтах туянмалла-ха. Кунта патшалăх ятарлă субсиди уйăрни, кредит илни пулăшу кÿрĕ. Паянхи кун тĕп тĕллевĕ — çур акине вăхăтра ирттересси. Чăннипех те вара, шутласа пăхсан, укçа-тенкĕ çитерме йывăр, хаксем ытла та пысăк хăвăртлăхпа ÿсеççĕ. Тĕслĕхрен, 2002 çулта 1700 тонна дизтопливо илме 6 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă пулсассăн, кăçал ăна туянма 50 миллиона яхăнлăх тăкакланмалла. Çав вăхăтрах вара тыр-пул, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт хакĕ пĕр евĕрлех тытăнса тăрать. Ял хуçалăх предприятийĕсене аталанма, тупăшлă ĕçлеме çав тери йывăр. Патшалăх уйăракан субсиди виçи те пысăк мар. Кăçал ял хуçалăхĕ валли пурĕ 14 миллион та 444 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Вăтамран илсен кашни хуçалăха 214 пин тенкĕ çеç тивĕçет.

 

АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики Чувашии



"Каçал Ен"
18 марта 2013
00:00
Поделиться