Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Техника яланах юсавлă пултăр

Кашни çулах районта март — август уйăхĕсенче тракторсен, автомашинăсен тата прицепсен техника тĕрĕслевне ирттереççĕ. Çак вăхăтра вĕсен юсавлăхне, ĕçе хатĕррине тĕплĕн тĕ-рĕслеççĕ. Çакă вĕсемпе ĕçлекенсемшĕн уйрăмах кирлĕ.

Сăмахран, паянхи куна районта пурĕ 1108 единица техника шутланса тăрать. Ку пĕлтĕрхинчен ытларах. Агропромышленноç комплексĕнче — 562 единица техника.

ЯХПКсенче çулсеренех техника тĕрĕслевне хатĕрленеççĕ. Уйрăмах ку енĕпе «Искра», «Урожай» колхозсем, «Рассвет», «Труд», «Асаново», «Слава» ЯХПКсем, «Слава картофелю» агрофирма аван ĕçлесе пыраççĕ, унти техника тата прицепсем яланах юсавлă, ĕçе хатĕр. Чылай хуçалăхра механизаторсем çителĕксĕр пулни чăрмав кăларса тăратать. Вĕсем техникăна кирлĕ пек хатĕрлесе çитереймеççĕ.

Уйрăм çынсем те техника тĕрĕслевне вăхăтра хутшăнмаççĕ. Çавна май тăтăшах «Трактор», «Частник» профилактика мероприятийĕсем йĕркелени пысăк витĕм кÿрет те.

 

АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики Чувашии



"Каçал Ен"
18 марта 2013
00:00
Поделиться
;