Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Техника хире тухма хатĕр

Мартăн 22-мĕшĕнче «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче тракторсен, прицепсен, ытти техникăн тĕрĕслевĕ иртнĕ. Çак предприятисем тĕрĕслев витĕр чи пĕрремĕшсем тухни хăйне евĕр йăла пулса тăнă ĕнтĕ. Хуçалăхсем районта çеç мар, республикăра та палăрса тăраççĕ. Вĕсен кăçалхи планĕсем те пысăк: пурĕ 680 гектар çĕр улми, 500 гектар рапс, 2200 гектар тĕш-тырă, 20 гектар выльăх кăшманĕ, 30 гектар кишĕр çитĕнтерме палăртнă. Паянхи кун агрофирмăсенче 8 Джон Дир, 6 МТЗ-1025, 5 МТЗ-82, 1 МТЗ-1221, 1 МТЗ-80, 1 ВТЗ-2048, 1 РТМ-160У, «Сармат» маркăллă 3 прицеп, 4 2ПТС4 тата 3 погрузчик. Акмалли лаптăка ÿстернĕ май çак уйăхра фирма тепĕр Джон Дир 6130D тата Rapid 4000C сеялка туяннă. Патшалăх техника надзорĕн инспекторĕнчен Сергей Кокаревран, агрофирмăсен инженерĕнчен Александр Павловран тата Рушан Салеев механикрен тăракан комисси техникăна лайăх хатĕрлесе çитернине, механизаторсем аван ĕçленине çирĕплетнĕ. Палăртмалла: агрофирмăсен гаражсем, юсав мастерскойĕсем, техника валли ятарлă площадкăсем пур, чи кирли вара — опытлă, техникăна лайăх пĕлекен механизаторсем.

Техника тĕрĕслевне пĕтĕмлетсе механизаторсемпе канашлу йĕркеленĕ. Унта ĕçри хăрушсăрлăх йĕркисене аса илтерсе инструктаж ирттернĕ.

 

АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики Чувашии



"Каçал Ен"
27 марта 2013
00:00
Поделиться