Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Елчек районта техникёна вёхётпа тереслесе тёра==.

Кашни çулах хĕр тапхăр - вырма пуçланас умĕн тĕш тырă çапса тĕшĕлекен комбайнсен патшалăх техника тĕрĕслевне йĕркелеççĕ. Районти кашни ял хуçалăх предприятийĕнче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса ятарлă комисси членĕсем техника хатĕрĕсен юсавлăхне, вĕсем çынсен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн кирлĕ требованисемпе çыхăннă ыйтусене тĕпчеççĕ. Çавăн пекех комбайнсем тăван тавралăха мĕнле витĕм книне те тишкереççĕ.

Вырма вăхăтĕнче комбайнсем юсавлă пулни ĕç хăвăртлăхне, пахалăхне стерет, ял хуçалăх культурисене тăкаксăр пухса илме май парать.

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи уй-хирсенче 5 комбайн вырмана тухĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче хуçалăхра ACROS-530 йышши çĕнĕ комбайн туяннă. Унсăр пуçне Дон-1500Б, Енисей-1200, СК-5 "Нива" комбайнсем те ĕçлĕç. Вĕсем пурте патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Агрегатсем çинче пушар снтермелли хатĕрсем, медицина аптечки пур. Çавăн пекех кашни механизатор çĕнĕ йышши удостоверени илнĕ.

"Прогресс" акционерсен хупă обществинче те вырмана тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Кунта 7 комбайна вырмана хатĕрлесе çитернĕ. Кашни агрегат çинче кадрсем çителĕклĕ - комбайнерсемпе вĕсене пулăшакансем паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр. Халĕ комбайнсем çинче юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ, асăрханă çитменлĕхсене пĕтерессипе тимлеççĕ.

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче, Чернов В.Ф. хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те вырма техники хĕр тапхăра хатĕр.

Районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те тĕш тырă пухса кĕртекен техникăна тĕплĕн юсаса, пушар снтермелли хатĕрсемпе тивĕçтерсе хатĕррисен ретне лартмалла, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла.

А.СОЛОВЬЕВ. А.КАРЛИН.

 

 



15 июля 2013
16:25
Поделиться
;