Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

"Снегоход" операци

Кирек мĕнле техникăпа та йĕркене пăсмасăр тата хăрушлăхсăр усă курасси малти вырăнта тăрать. Çакна шута илсе республикăри гостехнадзор инспекцийĕ, шалти ĕçсен министерстви, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕ, чĕр-чунсемпе вĕсем пурăнакан вырăнсене сыхлас, тĕрĕслесе тăрас тата унти объектсемпе усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх служби 2014 çулхи февралĕн 1–28-мĕшĕсенче Чăваш Республикин территорийĕнче “Снегоход” профилактика операцийĕ ирттерме йышăннă.

Унăн тĕллевĕсемпе задачисем ансат: çулсăр куçакан мототранспорт хатĕрĕсем техника юсавлăхĕн, хăрушсăрлăх техникин, тăван тавралăх сыхлавĕн требованийĕсене тивĕçтернине тата çавăн пекех вĕсемпе усă курнă чухне регистраци правилисене пăхăннине, вĕсемпе усă курма ирĕк пуррине тĕрĕслесси. Ку тĕлĕшпе тĕрĕслевсем, рейдсем ирттерме палăртнă. Çав вăхăтрах çынсем тата çулсăр куçакан мототранспорт хатĕрĕсен хуçисем “Снегоход” профилактика операцийĕн тĕллевĕсемпе задачисем, асăннă техникăна регистраци тумалли тата вĕсемпе усă курмалли, патшалăх техосмотрĕ кăлармалли правилăсене пĕлсе тăмашкăн ăнлантару ĕçне анлăн туса пымалла. Районта паянхи куна çулсăр куçакан 6 мототранспорт хатĕрне регистрациленĕ. 2013 çулта районта ку йышши техника 2 единица хушăннă. Анчах хăш-пĕр ялсенче, тĕслĕхрен, Енĕш Нăрвашра, Амалăхпа Тушкил ялĕсенче, ку вăхăт тĕлне регистрацилемен “Снегоходсем” те пур-ха. Ку вăл йĕркене пăсни пулать.

А.СЕМЕНОВ, гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ.



"Ял ĕçченĕ"
05 февраля 2014
12:12
Поделиться