Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

"Снегоход" операци пырать

Нарăс уйăхĕн 1-28-мĕшĕсенче районта "Снегоход" операци-уйăхлăх иртет.

Пирĕн районта хĕллехи вăхăтра юр çийĕн çỹрекен 5 снегоход тата 2 снегоболотоход пулни паллă. Вĕсене техника енчен мĕнле пулнине, усă курнă чухне çул çỹремелли йĕркесене пăхăннине, çут çанталăка сиен кỹменнине, ĕç сыхлавĕн тата техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене асăрхаса тăнине тĕрĕслес енĕпе йĕркеленĕ операцине.

Снегоходсемпе снегоболотоходсене усă курма ирĕк паракан, патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнине палăртакан документсем мĕнле шайра пулнине тĕрĕслеççĕ. Кашни водителĕн хăйĕнпе пĕрле тракторист-машинистăн АI категорири удостоверенийĕ, машинăн паспорчĕ, ăна регистрацилени çинчен документ, суту-илỹ килĕшĕвĕ, техника хатĕрне парса илни çинчен акт пулмалла. Çавăн пекех техника хатĕрĕ çинче огнетушитель, медицина аптечки пулни те вырăнлă.

А.СОЛОВЬЕВ,

патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертỹçи.

 

 



"Елчĕк Ен"
06 февраля 2014
16:22
Поделиться