"Частник" операци-уйăхлăх
Транспортсемпе, прицепсемпе, хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе шанчăклă усă курас, техникăпа ĕç хăрушсăрлăхне тата тавралăха упрас тĕллевпе 2014 çулхи майăн 8-25-мĕшĕсенче республикăра, çав шутра пирĕн районта та "Частник" операци-уйăхлăх ирттерме йышăннă.
Çак вăхăтра тракторсем, прицепсем, хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсем техника тĕлĕшĕнчен юсавлă пулнине, çулсем çинче, ĕçре тата çынсемпе вĕсен сывлăхĕпе пурлăхĕшĕн, тавралăхшăн хăрушлăх кăларса тăратманнине, вĕсемпе правилăсене пăхăнса усă курнине тĕрĕслеççĕ.
"Частник" операци-уйăхлăха ирттерме тата пĕтĕмлетỹсем тума ĕç ушкăнĕ туса хунă.
Иртнĕ çул пирĕн районта 413 тракторпа прицеп тата хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене шута илнĕ. Вĕсенчен 190 единици кăна (46 процент) тĕрĕслев витĕр тухнă.
Кăçал вара Тăвай енре 430 единица техника регистрациленĕ. Çав шутра 92 прицеп тата 338 тракторпа хăй тĕллĕн çỹрекен машина.
А.СЕМЕНОВ, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ.