Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

"Снегоход" операци

Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕччен районта, пĕтĕм республикăри пекех, "Снегоход" профилактика операцийĕ иртет. Унта право сыхлавĕпе асăрхавăн ытти органĕсем те хутшăнаççĕ.

Операци тĕллевĕ - "AI" категорине кĕрекен транспорт хатĕрĕсемпе усă курнă чухне вĕсен юсавлăхне, çул çỹремелли, хăрушсăрлăх техникин йĕркисене пăхăннине тĕрĕслесси.

Техника асăрхавĕн районти инспекцийĕнче 5 снегоходпа 3 снегоболотохода шута илнĕ. Патшалăх енчен регистрацилемесĕр, патшалăх техника кăтартăвĕ витĕр кăлармасăр вĕсемпе çула тухма юрамасть. Çавăн пекех водителĕн "AI" категориллĕ тракторист-машинист удостоверенийĕ те çумра пулмалла, шлем тăхăнмалла. Огнетушительпе медицина аптечки те кирлĕ.

А.СОЛОВЬЕВ, патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертỹçи.



"Елчĕк Ен"
28 января 2015
11:39
Поделиться