Комбайнсене тĕрĕсленĕ
Кашни çулах вырмана тухиччен районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, колхозсен комбайнĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларатпăр, ĕçченсемпе калаçу йĕркелетпĕр.
Кăçал та палăртнă тĕрĕслев вăхăтра иртрĕ. Районти 71 комбайнтан 58-шĕ уя тухма хатĕр. Вĕсене юсанă, ĕçе пуçăнма хатĕрлесе çитернĕ. Чылайăшĕ уй-хирте тĕш-тырра çапма та тытăннă ĕнтĕ. Уйрăмах "Дружба" ЯХПК-ра, "Урожай" колхозра техникăна вырмана хатĕрлессипе тимлĕ пулнине палăртса хăвармалла.
Вырма ĕçĕсем кăлтăксăр иртчĕр. Ĕçленĕ чухне пурте тĕп правилăсене пăхăнса тăрăшасчĕ.
"Каçал Ен"