Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

« Документсем пĕрле пулмалла»

Хальхи вăхăтра районта "Трактор" операци-уйăхлăх пырать. Ăна РФ Шалти ĕçсен Чăваш Енри Министерствипе Гостехнадзор пĕрле йĕркеленĕ.

Иртнĕ кунсенче патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертỹçи А.Соловьев, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн ОГИБДД административлă саккунсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен инспекторĕ А.Адюков тата çак йĕркесен авторĕ Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи ялхуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулнă. Рейдра 10 трактора тата хăй тĕллĕн çỹрекен ытти техника хатĕрĕсене тĕрĕсленĕ. Çитменлĕхсем сахал мар: çула е ĕçе тракторист-машинист удостоверенисĕр, путевкăсемсĕр, регистраци докуменчĕсемсĕр, ОСАГО страховани полисĕсемсĕр тухакансем те пур. Çавăн пекех патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман техника хатĕрĕсене те çула кăлараççĕ, ĕçе явăçтараççĕ.

Пĕрлехи рейд вăхăтĕнче административлă 2 протокол çырнă.

А.КАРЛИН.



"Елчĕк Ен"
10 августа 2015
13:10
Поделиться