Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

"Снегоход" операци пырать

Чăваш Енре, район территорийĕнче январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен "Снегоход" операци пырать. Операцие снегоходсене тата мотохатĕрсене тĕрĕслес, вĕсем йĕркене пăснине тупса палăртас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Нумайăшĕ юр çунасемпе çăмăллăнах çула тухма тата çỹреме пулать тесе шутлаççĕ. Вĕсем йăнăшаççĕ. Юр çунасемпе çула тухма "А-1" категориллĕ тракторист-машинист удостоверенийĕ пулмалла. Техникăна кашни çулах тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Йĕркене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе операци вăхăтĕнче профилактика мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă. Саккуна пăсакан хуçасене административлă йĕркепе явап тыттарма тивет. 

С.КОКАРЕВ, 

патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ

Источник: "Каçал Ен"



26 января 2016
12:04
Поделиться
;