"Частник" профилактика операцийĕ Тăвай районĕнче
Çак профилактика операцийĕ Чăваш Республикин территорийĕнче кăçалхи апрелĕн 28-мĕшĕнче пуçланнă, майăн 28-мĕшĕнче вĕçленет. Ăна тракторсем, прицепсем, хăй çỹрекен ытти машинăсем юсавлă пулнине, техника требованийĕсене тивĕçтернине тата çавăн пекех вĕсем техника хăрушсăрлăхĕпе ĕçлев сыхлавĕ тĕлĕшĕнчен шанчăклине, тавралăха вараламаннине, регистраци правилисене тата техосмотр тухмалли йĕркесене пăхăннине, машинăпа усă курма юранине тĕрĕслес тĕллевпе ирттереççĕ.
Тракторсем, хăй çỹрекен ытти машинăсем, прицепсем çурхи уй-хир ĕçĕсенче тата ытти енĕпе усă курнă чухне çын сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн, пурлăхпа тавралăхшăн хăрушсăрлăх нормативĕсене тивĕçтермелле. Регистрацие тăратман тата 2015 çулта техосмотр кăларман ялхуçалăх машинисене те палăртаççĕ "Частник" операци вăхăтĕнче, йĕркене пăснисем тĕлĕшпе мерăсем йышăнаççĕ. Уйрăм секторта агропромышленноç комплексĕнче усă куракан техника çултан-çул хушăнса пырать. Иртнĕ çул вĕçнелле кăна вĕсен хисепĕ 468 единицăпа танлашнă. Çав шутра тракторсем - 322. Халĕ вара тракторсем çынсен аллинче - 331, анчах вĕсен çурри те техосмотр тухман. Пĕтĕмĕшле техника йышĕ 480-ран иртрĕ ку вăхăт тĕлне.
Техника, трактор-и вăл е хăй çỹрекен ытти машина, юсавлăх, хăрушсăрлăх, йĕркелĕх енĕпе яланах пысăк тимлĕх ыйтать. Çакăн пирки вĕсен хуçисен самантлăха та манмалла мар. "Частник" профилактика операцийĕ йĕркелесе ирттерекен ĕç ушкăнĕ ялсене, уй-хирсене тухса çỹренĕ чухне асăннă требованисене мĕнле пăхăннине çирĕп тĕрĕслĕ.
Ст. государственный инспектор Янтиковского района А.В. Семенов