Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской Республики

Чи опытлă механизатор

Иртнĕ эрнере Çĕрпỹ районĕнче сухаçăсен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Республикăри 18 районти 23 ĕçчен хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарнă. Вĕсем Агромаш 85 ТК тракторсемпе тупăшнă. Палăртса хăвармалла, конкурса хутшăнакансенчен чи çамрăкки 22 çулта пулнă, пысăк стажлисенчен пĕри вара шăпах пирĕн район çынни. Геннадий Валерьянович Миронов - "Çĕрулмине мухтав" агрофирма механизаторĕ.

Кашни тракториста плугпа сухалама пĕр пек лаптăк (тăршшĕ - 100, анлăшĕ 10 метр) уйăрса панă. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, ытти предприятисен специалисчĕсене кĕртнĕ комисси Чăваш Енĕн чи ăста сухаçисене палăртнă.

"Чи опытлă механизатор" ята шăпах Геннадий Миронов тивĕçнĕ. Вăл агрофирмăра чылай çул тăрăшать. Пысăк опытлă механизатор - çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Юсав ĕçĕ тумалла-и, сĕнỹ-канашпа пулăшмалла-и Геннадий Валерьянович яланах пулăшма хатĕр.

"Маттур та тăрăшуллă механизатор", - теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем.

А.ЕФРЕМОВА.



"Каçал Ен"
15 июля 2016
15:54
Поделиться
;